АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » СЫВЛĂХ ХАМĂР АЛĂРА

14 мая 2014 г.

Юлашки вăхăтра кăкăр ракĕпе тата мастопатипе чирлекенсен шучĕ чылаях ỹсни палăрать.

15 çул каярах çеç ку енĕпе маммолог патне ытларах 50-60 çулсенчи хĕрарăмсем килетчĕç. Халĕ вара çак чирсем çамрăкланчĕç. Специалист-тухтăр çĕнĕ йышши аппаратурăпа пỹрнепе хыпашланман мăкăльсене тупса палăртать.

Мастопати (кăкăр парĕ типсе пыни е унăн пĕр-пĕр вырăнĕ хулăнланса хытса мăкăльленни) фиброзлă, кисталлă тата хутăш фиброзлă-кисталлă пулать. Кисталлă мастопати вăхăтĕнче ялан тенĕ пекех шĕвекпе тулнă хутаç евĕр мăкăль палăрать. Мăкăльсем тĕрлĕ виçеллĕ.

Мастопатисем палăраканни е палăрманни, сарăлаканни е питех сарăлса кайманнисем пулаççĕ. Хăрушăраххисен шутне тĕвĕллĕ мастопатисем кĕреççĕ. Вĕсем ыратма та пултараççĕ. Кун пек чухне вăхăта тăсмасăр сиплев ĕçне çине тăрса пикенмелле, маммолог панă сĕнỹсене çирĕп пурнăçласа пымалла. Раççейри кашни 20-мĕш хĕрарăма тухтăрсем "кăкăр ракĕ" диагноз лартаççĕ. Ытларах чухне (83-86 процент) чирлĕ çын чирне хăйех тупать. Паллах, мĕн чухлĕ маларах, çавăн чухлĕ сиплев шанчăкĕ пысăкрах. Анчах та мăкăль куçпа пăхсах курăнсан вара шутлă уйăхсем юлаççĕ. Мастопатие тĕрлĕрен сиплеççĕ. Операци туса кăкăрсăр тăрса юласси _ хĕрарăмшăн вилĕмпе танах. Юлашки çулсенче медицина аталанăвĕ операци хыççăн та çак органа сыхласа хăварма май туса пачĕ. Анчах та тухтăр патне вăхăтра килмесĕр хĕрарăмсем чире шалтан шала яраççĕ. Нимĕнле курăк шывĕ, хутăшĕ, витамин, экстрасенс онкологи чирĕсенчен хăтараймасть. Вăхăта тăсса янине пула чирлĕ 10 çынран тăваттăшĕ вилĕм патне çитет.

Кăкăр ракĕпе чирлекеншĕн мăкăль хăрушах мар. Анчах та метастаз (сиенлĕ мăкăлĕн клеткисем е шыççăн чĕрĕ микроорганизмĕсем чир вырăнĕнчен юнпа е лимфăпа тепĕр вырăна куçса аталанни) ỹпкене, пĕвере, шăмăсене, пуç мимине сиенлетет. Кăкăр çинчи мăкăле касса илме пулать пулсан, метастазне сиплеме питĕ йывăр. Кăкăрта мăкăль пуррине пĕлсен, кăкăртан сарăрах е хĕрлĕрех шĕвек тухсан, кăкăр форми улшăнсан, тỹрех тухтăр патне васкамалла. Маммографи е УЗИ тусан çеç тĕрĕс диагноз лартма пулать. Çавăнпа та 35 çултан иртнĕ хĕрарăмсен 2 çулта пĕр хутчен çак мелсемпе тĕрĕсленмеллех.

Кăкăра пăхса тăрасси те шăл тасатасси пекех йăлана кĕмелле. Уйăх хушши пуçлансан пĕр эрнерен пилĕк таран хывăнса лайăх çутăра тăрса тата выртса кăкăрсене хыпашласа пăхмалла. Алăсене кĕлетке çумĕнче, айккине сарса, пуç айне хурса пăхмалла. Ĕлĕк хĕрарăмсем нумай ача çуратса кăкăр ĕмĕртнĕ. 4-мĕш ача çуратсан кăкăр ракĕпе чирлесрен хỹтĕлекен фактор аталанать. Çавăнпах хĕрарăмсене ытларах ача çуратса кăкăр ĕмĕртме сĕнеççĕ.

В. ФРОЛОВ, район больницин онкологĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика