АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПĕЛМЕ ИНТЕРЕСЛĕ

14 мая 2014 г.

Хура хурлăханăн сиплевĕсенчен пĕри _ чулсене ирĕлтерни. Кирек мĕнле çырла та юрать _ чĕрри, шăнтни, варени, джем. Чĕрĕ çырлана кунне 2-3 стаканран кая мар çимелле. Сиплев курсĕ _ 3 эрне. Ытти тĕрлĕ хатĕрленĕ хурлăхан çырлин ятарлă дози çук, хăвăр пĕлсе çийĕр. Çырла пурне те юрать. Çавăн пекех хăватлă-ши тесе иккĕленетĕр пулсан тĕрĕслесе пăхăр: хурлăхан çырлине тĕвĕр те шалти стенкисене шыв лĕкки ларса хулăнланнă чейнике шывпа пĕрле сĕрĕр. Икĕ талăкран чейник тасалать.

Кăвак тухмĕ

Ỹксе ыраттарнă вырăна тỹрех хĕвелçаврăнăш çăвĕ сĕрмелле. Ỹте вара кăвак тухмĕ. Юн тухиччен ỹксе ыраттарнă хыççăн та çу сĕрсен суран шыçмĕ. Уйрăмах çак мел пĕчĕк ачасене лайăх пулăшать. Çакă вăл вĕсен ỹчĕ черчен пулнăран килет.

Шăк хăмпи шыçсан

Шăк хăмпи шыçнипе, çавна пула шăнă чухне ыратнипе, чылайăшĕ аптраççĕ. Унсăр пуçне шăк хăмпи пĕрĕнни е чиксе ыратни те час-часах тĕл пулать. Çав чирсенчен хăтăлма ура тупанĕнчи яваплă зонăсене массаж тумалла. Шăк хăмпин зони ура тупанĕн шалти хĕррипе шăк каналĕн ура кĕлли çывăхнерех вырнаçнă. Пỹре зонине пусарнă евĕрех массаж тумалла.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика