14 мая 2014 г.
Ватлăх систермесĕр çывхарать. Унран никам та хăтăлаймасть. Сывă та тĕреклĕ пурăнса пырсассăн тем пекехчĕ те. Анчах тепĕр чухне чир те пусать. 86 çул тултаратăп эпĕ. 25 çул каялла кăкăр ракĕпе операци тутарнăччĕ. Хальхи вăхăтра çак хăрушă чирпе чирлекенсен йышĕ пĕрре те чакмасть. Вилекенсем те пур. Тĕнчери чи паллă ученăйсем те, медицина науки те çак чир мĕнрен, ăçтан пуçланса кайнине ку таранччен те тупса палăртаймаççĕ. Экологи, апат-çимĕç, сывлăш, шыв, организм хавшани теççĕ тата ытти те. Эпĕ 13-14 çулта чухне сылтăм кăкăра амантнăччĕ. Вăрçă вăхăтĕнче больницăсем, врачсем çукчĕ. Суран çинчен эпĕ мансах кайнă. 50 çул иртсен вăл тепĕр хут аса илтерчĕ. Кăкăр ракĕн 3 стадийĕнче операци турĕç.
Хальхи вăхăтра медицинăра çĕнĕ меслетсемпе, эмелсемпе чирлисене сиплеççĕ. Вĕсен шутĕнче хими терапийĕ, рентген пайăркисемпе операци тăваççĕ. Шупашкарти онкодиспансера Америкăран тепĕр тĕрлĕ аппарат илсе килнĕ. Вăл организмри рак клеткисене тупса палăртать имĕш.
Халăх медицини те чирлисене сыватать. Эпĕ болиголов настойкипе сиплентĕм. Çулталăкра пĕр курс ĕçмелле ăна, 80 кун. Кăвак тăмпа (чĕкеç тăмĕ) те сиплентĕм эпĕ. Хăйсен шăкне ĕçекенсем те пур.
Çутă малашлăха шанмалла. Турхан ялĕнчи тивĕçлĕ канăва тухнисемпе сывлăх ушкăн йĕркелерĕмĕр. Ăна Галина Семеновнапа Геннадий Дмитриевич Ларкузовсем ертсе пыраççĕ. Эрнере 2-3 хутчен пухăнса тĕрлĕ хускану тăватпăр, волейболла, баскетболла вылятпăр, куллен вăрманти çулпа 8-9 çухрăм утатпăр, алăсене патаксем тытатпăр. Скандинави утти теççĕ ăна. Вăрман енчи çулпа пĕчченшерĕн е ушкăнпа утакансене те, чупакансене те курма пулать. Йĕпе-сапа та кансĕрлемест. Пирĕн йыша юлашки вăхăтра çамрăксем те тăчĕç. Килте диван çинче телевизор пăхса выртнинчен темиçе хут усăллăрах çакă.
3 çулхи Тимур Осипов та юлмасть аслисенчен. Велосипедпа тухать тренировка тума. Утса-чупса çỹрени пуриншĕн те усăллă. Енчен те вăхăт çук пулсан, килте те тĕрлĕ хускану тума пулать.
Л. ГУСЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)