14 мая 2014 г.
Ура кĕлли хытать, кушăрхать. Мĕн тумалла-ши?
Пĕр çĕр улмине çуса тасатăр, хуппипе пĕрле вĕтĕ теркăпа хырăр. Нимĕре марльăпа чĕркĕр, çывăрма выртас умĕн ыратакан вырăна çыхăр.
Пĕр кунлăха çыхха салтмалла, ун хыççăн татах çыхса лартмалла. Пĕр çĕр улмипе 5-7 кун сипленмелле. Çак вăхăтра ура кĕллин ỹчĕ çемçелет. Çĕр улмипе сипленнĕ вăхăтра урасене йĕпетме юрамасть.
Ăурçмпа хул пуăăи валли
Ĕçре час-часах ларма тивет. Çакă çурăм шăммишĕн сиенлĕ мар-и?
Паллах, çурăм шăммишĕн ларни питĕ сиенлĕ. Çавăнпа та ĕçре те ывăннă çурăма кантарса илме пултаратăр.
Пукан çине лармалла, çурăма тỹрĕ тытмалла. Чавсасене майĕпен, вăйпа туртăнтарса айккинелле илсе кайăр. Çак хусканăва 10 хут тумалла.
Пуканран тытса темиçе хут туртăнмалла. Мышцăсем епле хускалнине туятăр-и? Хусканăва тунă чухне ан курпунланăр, пĕр тикĕс сывлăр, пĕтĕмпе 10 хутчен тăвăр.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)