17 мая 2014 г.
"Хăрушсăрлăхсăр Тăван çĕр-шыв" общество организацийĕ 2013 çул кăтартăвĕсем тăрăх патшалăх валли тĕрлĕ тавар сутăн илмелли, пулăшу ĕçĕсем пурнăçламалли сферăра регионсенче коррупци мĕнлерех вăй илнин рейтингне хатĕрленĕ. Чăваш Ен 83 регион хушшинче 73-мĕш вырăн йышăннă.
Тишкернĕ кăтартусене тĕпе хурас тăк _ республикăра пĕлтĕр асăннă тĕллевсемпе 18,9 пин суту-илỹ ирттернĕ _ пĕтĕмпе 37 млрд ытла тенкĕлĕх. Вĕсем тĕлĕшпе сăлтавлă 92 çăхав пулнă, 47 тĕслĕхре контракт тăвассине хирĕçленĕ.
Рейтингăн ытти пĕтĕмлетĕвне илес тĕк _ коррупци асăннă сферăра уйрăмах тарăн тымар янă регионсен шутĕнче Чечен Республикине палăртнă. Ку енĕпе чи "таса" регионсем _ Брянск облаçĕ, Удмурти тата Тутарстан. Вĕсем 83-81-мĕш вырăнсенче.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)