АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Новый взгляд" конкурс

17 мая 2014 г.

Пĕтĕм Раççейри социаллă рекламăсен "Новый взгляд" 5-мĕш юбилейлă уçă конкурсĕ старт илнĕ. Йĕркелỹçи _ регионсем хушшинчи "Мир молодежи" обществăлла фонд. Çамрăксен гражданла пултарулăхне тата вăй-хăватне аталантарас проекта пурнăçа кĕртессипе ĕçлеççĕ. Конкурс çамрăксем вăл е ку кăткăс ыйтусене татса пама, вĕсене пурнăçа кĕртме, обществăри çитменлĕхсемпе кăрешессине тỹпе хывма пултарччăр текен тĕллевпе ĕçлет.

Раççей Федерацийĕн 14 çултан пуçласа 30 çула çитнĕ гражданĕсем тата Никама пăхăнман çĕр-шывсенче пурăнакан çамрăксем конкурса хутшăнма пултараççĕ. Конкурс икĕ номинаципе _ социаллă проект тата социаллă видеоролик _ иртет. Темăсем социалла тата обществăлла çивăч ыйтусемпе çыхăннă. Унта укçасăрах хутшăнма пулать.

Конкурса хутшăнакансен регионта конкурс оргкомитетне 2014 çулхи июнĕн 11-мĕшĕччен документсене - автор (авторсен ушкăнĕ) алă пусни; конкурса хутшăнас текенĕн электронлă заявки (диск çинче); авторăн (авторсен ушкăнĕн) тĕрлĕ тĕслĕ сăн ỹкерчĕкĕ; техника ыйтăвĕсемпе хатĕрленĕ конкурс ĕçĕ _ çак адреспа ярса памалла: (БОУ ЧР ДО "Центр молодежных инициатив" Минобразования Чувашии, пр. М. Горького, д. 5, каб. 5). http:ỸỸтвой конкурс.рфỸ сайта кĕрсе информаципе тĕплĕнрех паллашма пулать.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика