17 мая 2014 г.
Çуллахи тапхăрта пушар тухас хăрушлăх пушшех пысăкланать. Шăрăх та типĕ çанталăксенче пурин те вут-кăвартан, ачасем шăрпăкпа ашкăнасран, кивелнĕ электропроводкăсенчен вут хыпса илесрен асăрханмалла, ку тĕлĕшпе тим-лĕхе ỹстермелле.
Майăн 12-мĕшĕ тĕлне районта вунă хутчен пушар тухнă, 578000 тенкĕлĕх тăкак кỹнĕ. Иртнĕ çулхи çак вăхăтпа танлаштарсан инкексен шучĕ 23 процент чакнă. Анчах та çакă никамшăн та лăпланса лармалли сăлтав пулмалла мар. Мĕншĕн тесен, чылай чухне инкексем хамăртанах килеççĕ. Умра, акă, çуллахи вăрăм каникул. Пĕчĕк ача кирек хăш вăхăтра та инкек туса хума пултарать. Çавăнпа та вĕсене аслисен асăрхавĕсĕр пăрахса хăвармалла мар. Ку тĕлĕшпе хĕлле пирĕн районта ỹкĕнĕçлĕ тĕслĕх пулчĕ, икĕ пĕчĕк хĕр ача пушарта çунса вилчĕç. Сăмах май каласан, çакнашкал синкерлĕх нумай пулмасть тепре те сиксе тухрĕ. Çĕнтерỹ уявĕ хыççăн тепĕр кунхине, майăн 10-мĕшĕнче, ирхине ултă сехетре Çĕньялта пурăнакан 65 çулхи арçын пушарта чыхăнса вилчĕ. Сăлтавĕ каллех ватă çынтан хăйĕнченех килнĕ: чикарккă туртнă чухне çакскер асăрханусăр пулнăран çуртне вут хыпса илнĕ. Кăштах маларах, майăн 4-мĕ-шĕнче вара пушарниксен Шăнкăртамра вут-çулăмпа кĕрешме тиврĕ. Юсавсăр кăмакана пула мунчара пушар тухнă.
Çу кунĕсем пуриншĕн те хаваслă та ĕçлĕ, пĕр пăтăрмахсăр иртчĕр тесен пушар хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнмалла, кил-çурт умĕнчи çỹп-çапа е типĕ курăка пуçтарнă хыççăн пăхса тăмасăр çунтармалла мар, çиллĕ çанталăкра вара ăна пачах та чĕртме юрамасть, ун валли урăх кун суйласа илмелле.
В. ЯКОВЛЕВ, пушар надзорĕн начальникĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)