17 мая 2014 г.
Ку чухне ирĕккĕн, асăрхавсăр тата сăнавсăр çапкаланса çỹрекен ачасем сахалланччăр, çул çитмен ачасем шкул саккинченех сывă пурнăç йĕркине хăнăхса ỹсчĕр, çул çинче çуран е автотранспортпа чухне хăйсене мĕнле тытмаллине, çул-йĕр культурине ăша хывччăр тесе Кивĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта çамрăк инспекторсен "Хăрушсăрлăхлă кустăрма" конкурс-фестиваль йĕркеленĕ. Çакнашкал хăйне евĕр тупăшăва районти ултă шкултан çеç хутшăнма мехел çитернĕ: Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам, Туçари, Сăкăтри, Турханти, Алманчăри тата Кивĕ Ахпỹртри шкулсем. Çамрăк инспекторсен конкурсĕнче вăйлинчен вăйлисем хăйсен пултарулăхне тепĕр хут тĕрĕс-ленĕ.
Фестивале хутшăнакан районти ГИБДД начальникĕ А. Петров, ачасене хушма пĕлỹ паракан центр директорĕ И. Полякова, Кивĕ Ахпỹртри шкул директорĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçласа пыракан Н. Ярусов саламланă, çамрăк инспекторсене тĕрлĕрен тупăшура ăсталăхпа пултарулăха виçме ăнăçу суннă.
Пулас чăн-чăн инспекторсем çул-йĕр культурипе çыхăннă пилĕк тĕрлĕ ăмăртура хăйсен пултарулăхне кăтартнă: çул-йĕр правилине, пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсне пĕлнипе, "Автохулара" велосипедпа çỹрессипе тата ыттипе те. Кашни тупăшура тĕрлĕрен шкулти хастарсем хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Пĕрисем _ теорипе, теприсем _ практикăпа, виççĕмĕшсем икĕ енĕпе те аптраман темелле. Çапах та пĕтĕмĕшле илсен çамрăк инспекторсен "Хăрушсăрлăх кустăрми" конкурс çĕнтерỹçи пулма хуçасемех _ Кивĕ Ахпỹртсем _ тивĕçнĕ. Вĕсемех республикăри конкурсра хăйсен вăйĕпе ăс-хакăлне тĕрĕслĕç.
А. НИКОЛАЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)