24 мая 2014 г.
КУЛЬТУРА çулталăкĕ Патăрьелсемшĕн асра юлĕ. Кăçал пуçласа эпир илемлĕ фильмсен тата наци киностудийĕсен конкурс программине хутшăнни ахалех иртмерĕ. Кирлĕ хутсене комисси хак панă хыççăн Патăрьел тата Хĕрлĕ Чутай районĕсем "культура территорийĕ" хисеплĕ ята çĕнсе илнине пĕлтернĕ.
Хальхи вăхăтра республикăра кинофестиваль малалла тăсăлать. Ĕнер Юхмапа Пăла тăрăхне РФ тава тивĕçлĕ артисчĕ Сергей Фетисов килнĕ, культурăпа кану центрĕнче тĕл пулу йĕркеленĕ. Куракансем вăл вылянă кинофильмсенчи кадрсене курса савăннă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)