АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Анат кас ачисемшĕн тăрăшса

24 мая 2014 г.

Ыр кăмăллăхпа е нимелле пурнăçланă ĕçсем яланах пысăк хисепре пулнă. Пĕрин шухăшне тепри ырласа кар тăни пархатарлă, пĕлтерĕшлĕ. Пăлаçи Атăкра Анат касри пилĕк çемьере вунă шăпăрлан çитĕнет. Ку таранччен пуçтарăнса выляма, вăхăта усăллă ирттерме ятарлă вырăн пулман. Виталийпе Наталия Клементьевсем ача-пăчана сиккелеме, савăнма илĕртỹллĕ площадка тума ыттисемпе калаçса килĕшнĕ. Ырă ĕçе никам та хирĕçлемен, тỹрех пĕрлехи вăйпа çанă тавăрнă: пĕрисем хăма, теприсем сăрă, виççĕмĕшĕсем капăрлатмалли кустăрмасем, хăйăрпа цемент тата ыттисене те кỹрсе килнĕ.

_ Пĕтĕм Тĕнчери ачасен кунĕ умĕн çакă вĕсемшĕн питĕ пысăк парне пулчĕ, _ савăнăçне пĕрле пайлать пилĕк ача амăшĕ Наталия Елисеева ытармалла мар хитре тухнă ача-пăча лапамĕпе хăпартланса.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика