24 мая 2014 г.
ТУНТИ КУН, майăн 19-мĕшĕнче Пĕтĕм Тĕнчери музейсен кунĕ пулчĕ. Çак уява хисеплĕн паллă тума пирĕн те сăлтавĕ пур. Район центрĕнчи "Çăкăр" историпе этнографи музейне "менельнике" асра юлмалла ирттерсе ярас тĕллевпе Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти М. Воронова класс ертỹçин 6 в хастарĕсем уява хутшăннă, кунта йĕркеленĕ "Манăн ĕмĕтри музей" ỹкерчĕксен куравне хак панă, ытти экспонатсемпе паллашнă.
_ Пирĕн музей çулсем иртсе пынăçемĕн "ылтăн çỹпçери" экспонатсемпе пуянлантăр, куракансемшĕн вăл яланах кăсăклă пултăр, _ пĕтĕмлетнĕ хăйĕн шухăшне унăн директорĕ Валентина Маллина.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)