24 мая 2014 г.
Юн кун, майăн 21-мĕшĕнче районта информаци кунĕ иртрĕ. Унăн тĕп ыйтăвĕсем: республикăн 2014 çулхи пĕрремĕш кварталти социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн итогĕсем; ачасен çуллахи канăвне йĕркелесси; ĕç рынокĕнчи çивĕчлĕхе чакарасси, ĕç ресурсĕсемпе туллин усă курасси. Кунсăр пуçне информаци кунне хутшăннисем хушма темăсене те хускатрĕç.
Вăл шутра 2013 çулхи ĕç итогĕпе çĕр-шывра кăтартуллисен шутне кĕнĕ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн çитĕнĕвĕсем, ЧР Патшалăх Канашĕ ĕçлеме пикенни çирĕм çул çитни, ачасемшĕн интернет çыхăнăвĕн хăрушсăрлăхĕ.
Йăлана кĕнĕ йĕркепе ыйтусене халăхпа сỹтсе явма, вĕсен пăшăрханăвĕсене шута илме районта Шупашкарти кооператив институчĕн ректорĕ Валерий Андреев, Чăваш Республикинчи патшалăх çул-йĕр надзорĕн Управленийĕн начальникĕ Юрий Титов килчĕç. Тĕп хуламăртан килнĕ ушкăнпа пĕрле район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В. Осипов, райпо председателĕ, район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕн çумĕ П. Перепелкин, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Валерий Краснов Алманчă, Сăкăт, Тутар Сăкăт, Первомайски, Ишлĕ ял тăрăхĕсенче халăхпа, педагогсен коллективĕсемпе тĕл пулусем йĕркеленĕ.
А. НИКОЛАЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)