АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çутă час сỹнмерĕ

24 мая 2014 г.

Районти тĕп библиотека ку хутĕнче çĕрле 23 сехетчен ĕçлерĕ. Çулленех ирттерекен социаллă-культурăллă акцие йышлăн хутшăнчĕç. Интересли те сахал мар пулчĕ. Сайра тĕл пулакан кĕнекесен выставки пурне те илĕртрĕ. Мăн кун сĕтелĕ çинче илемлетнĕ çăмартасемпе ытти алă ĕçĕ-сем пулчĕç.

"Маçтăрсен хулинче" те тĕлĕнмелли нумай. Алă ĕçĕсем те тăратнă унта. Уйрăмах Д. Зергирова пултарулăхĕ савăнтарчĕ. Хутран мĕн кăна ăсталаман-ши вăл!

Вулав залĕнче уçăлнă "Асанне арчи" мини-музей ĕлĕкхине паянхи куçпа пăхма хистет. Аслă çынсем тăхăннă кĕпе-йĕм таранчченех пур унта.Мероприяти чăваш чĕлхи кунĕпе пĕр килнĕрен библиотекарьсем "Сумлă шухăш, янăравлă чĕлхе" темăпа калаçу та йĕркелерĕç. Ăна чăваш халăхне çутта кăларнă И. Яковлева халалланă. "Аслă вĕрентекене асра тытса" электронлă презентаци те килĕшрĕ. Вулавăш ĕçченĕсем чăваш кĕписемпе халăх юррисене шăрантарма та ỹркенмерĕç.

Мероприятинче тĕнче шайĕнчи библиотекăсемпе паллашма та май пулчĕ. Ку чухнехи электронлă техника таçта та илсе çитерет.

"Асамлă вĕтĕ шăрçа" выставка кама илĕртмест-ши тата. "Юмах" ача садĕнчи Т. Курнусова унпа мĕнле ĕçлемеллине те кăтартса пама ỹркенмерĕ.

Вуланă кĕнекене теприне пани мĕн тери лайăх! Районти хĕрарăмсен канашĕн председателĕ, социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ Н. Никитина библиотекăна сумлă парне кỹчĕ: тĕрлĕ жанрлă 86 кĕнеке парнелерĕ.

Чăваш тата тутар халăхĕсен наци блюдисене тутанса пăхма та май пулчĕ. Кашнийĕ вĕсене мĕнле хатĕрленипе паллаштарчĕ. Ырă шăршăллă курăксен "асамлă чейне" ĕçни техĕмлĕ те пулчĕ.

Н. МАЗЯКОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика