28 мая 2014 г.
ИРТНĔ эрнере районти ЗАГС пайĕнче Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çут тĕнчене килнĕ тăваттăмĕш йĕкĕреше шута илнĕ. Хальхинче телейлисем _ Çăл Атăкра пурăнакан Ярушкинсем. Николай Федоровичпа Марина Васильевна çемьене пысăклатас шутпа виççĕмĕшне çуратма шут тытнă. Ырă Турă вара вĕсене харăсах икĕ пепке парнеленĕ: Аделина тата Артем.
Сăмах май каласан, Ярушкинсен йăх-несĕлĕнче çакă пĕрремĕш йĕкĕреш мар-мĕн. Арçынсен енче, кашни çемьере тенĕ пекех пĕр варта харăсах иккĕн выртнисем темиçен те. Малашне, тен, çакнашкал савăнăç тепĕр ăрăва та куçĕ...
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)