АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уйрăм хастарсем те пушара сỹнтерме пулăшнă

28 мая 2014 г.

 НУМАЙ пулмасть Патăрьелĕнчи Ленин проспектĕнче çур çĕр çитеспе тăруках тĕтĕм-сĕрĕм йăсăрланма пуçланă. Пу-ушар! Вут-çулăма парăнтарма Патăрьелĕнчи пушар хуралĕн машинисемсĕр пуçне Çĕнĕ Ахпỹртри, Сăкăтри, Нăрваш Шăхалĕнчи, Турханти васкавлă пулăшу техникисем шутлă минутрах çитнĕ. Инкеке çур сехетрен парăнтарнă темелле.

Пушарниксемпе пĕрлех "хĕрлĕ автанпа" кĕрешме уйрăм хастарсем те çаннисене тавăрнă. Районти пушар надзорĕн аслă инспекторĕ А. Тукмаков хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, çывăхра пурăнакан В. Маркиданов, А. Плешков, С. Салмин инкеке сиссенех вут-çулăмпа кĕрешекенсемпе танах шыв саптарнă, ытти ĕçсене пурнăçлама пулăшнă. Маттур!

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика