АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Артитстпа _ куçа-куçăн

28 мая 2014 г.

Халăхсем хушшинчи Республикăри кинофестивале хутшăнса эрне кун, майăн 23-мĕшĕнче, районти культурăпа кану центрĕнче Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ артисчĕпе Сергей Фетисовпа творчество тĕл пулăвĕ иртрĕ. Кино тата сцена ăстин пултарулăх ушкăнне хамăрăн ентешĕмĕр, Чăваш Республикинчи патшалăх электрон тата кинодокументаци архивĕн директорĕ, хамăр ентеш Николай Медведев Юхмапа Пăла тăрăхне илсе килнĕ.

Хăнасене район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Глухов, унăн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Валерий Осипов ырă сунса кĕтсе илнĕ, "Грозный Иван", "БАгИ" тата ытти кинофильмсенче вылянă юратнă артистăмăра паллă ентешĕмĕрсем çинчен çырнă кĕнекесене асăнмалăх панă.

Чăваш Енĕн культура пурнăçне анлăн çутатакан кинофестивале республикăра Правительство шайĕнче йĕркелени пысăк пĕлтерĕшлĕ. Унăн программипе килĕшỹллĕн çулсеренех фестивале Раççей тата ют çĕр-шыв киноартисчĕсемпе режиссерĕсем, продюсерĕсем, операторĕсем тата ыттисем те хутшăнаççĕ. Çак кунсенче мастер-классем, пултарулăх тĕл пулăвĕсем йĕркелеççĕ. Хальхинче те программа пуян.

С. Фетисов артистпа куçа-куçăн курнăçса калаçни, унпа тĕрлĕрен ыйту хускатни залра ларакан кашни çыншăнах кăсăклă пулнă. Артистшăн юратман роль пур-ши? Сцена ăстин малашнехи планĕ еплерех? Культура çыннин шалăвĕ мĕнле? Çакнашкал ыйтусемпе те кăсăкланнă куракан тĕл пулура. Сергей Фетисов парăмра юлман _ кашни ыйту валли чăн-чăн артистла шỹтлĕ хурав тупнă.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика