28 мая 2014 г.
Юлашки çулсенче пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхре ĕçлекенсен шучĕ ỹссе пырать. Ĕçпе тивĕçтерỹ кăтартăвĕсем те лайăхланса пыраççĕ. Майăн 26-мĕшĕнче усламçăсен уявĕ пулчĕ.
Предпринимательлĕх кунне 2008 çултанпа палăртма тытăннă.
Пĕчĕк тата вăтам бизнесра районта ĕçлекен çынсен 48 проценчĕ вăй хурать. Çак çар пĕлтĕр 480 млн тенкĕлĕх тавар (маларахри çултинчен 9 процент ытларах) кăларнă. Бюджета 15 млн тенкĕ ытла налук кĕнĕ.
Предпринимательлĕх Юхмапа Пăла тăрăхĕн экономикин пур отраслĕнче те _ ял хуçалăхĕнче, суту-илỹре, обществăлла апатланура, строительствăра _ тымар янă. Тыр-пулăн 80-85, пахча çимĕçĕн 55-58, çĕр улмин 28-30 процентне шăпах пĕчĕк бизнесра тăрăшакансем туса илеççĕ.
Пĕлтĕр Ыхра Çырминчи Р. Санзяпов фермер ĕне вити хута ячĕ. Тутар Сăкăтĕнчи И. Куликов та çирĕп хуралтă тума пикеннĕ.
Яланхи пекех çурт, çул-йĕр тунă çĕрте пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхре вăй хуракансем ĕçлеççĕ. Тулли мар яваплă "Булат", "Стройкомфорт", "Инвест-строй", "Энергострой", ТПК "Шыгырданы", ДПМК "Батыревская" пĕрлешỹсене район, республика тулашĕсенче те нумай хваттерлĕ çуртсем, шкулсемпе ача сачĕсем çĕклеме, асфальт сарма шанаççĕ. Пĕчĕк бизнесра ĕçлекенсем хушшинче конкуренци те пысăк. Сĕтел-пукан ăсталакансем, тимĕре авса эрешлекенсем, йывăçран япаласем хатĕрлекенсем нумайлансах пыраççĕ. Çавăн пекех çăмăл машинăсене юсакан центр, çăкăр-булка пĕçерекен пекарня та темиçе. Кăтартусем çуллен аванланса пыни предпринимательсене çăмăллăхсем панипе те çыхăннă. Пĕлтĕр районти 3 çын хăйсен ĕçне пуçăнма гранта тивĕçнĕ.
2012 çулта _ 14, 2013-мĕшĕнче 7 фермер выльăх-чĕрлĕх ферми тума е ĕне-выльăх туянма, пĕри "Фермăра çемьепе ĕçлессине аталантарасси" программăпа патшалăх пулăшăвне илнĕ. Хамăр корр.)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)