АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Коррупцишĕн _ уголовлă ĕç

28 мая 2014 г.

Кăçалхи пĕрремĕш кварталта республикăри право хуралĕн органĕсем коррупципе çыхăннă 94 преступление тăрă шыв çине кăларнă, вĕсем тăрăх уголовлă 66 ĕç пуçарнă. Çав шутран 24-не судсене ярса панă ĕнтĕ.

Кăрлач-нарăс уйăхĕсенче право хуралĕн органĕсен сотрудникĕсем преступлени туни пирки 18 пĕлтерỹ пулнă. Вĕсене тĕпчесе 6 çын тĕлĕшпе уголовлă 6 ĕç пуçарнă. Çав шутра _ ЧР ШĔМĕн, Суд приставĕсен службин тата МЧСăн республикăри Тĕп управленийĕн пĕрер, ФСИНăн виçĕ сотрудникĕ. Тĕслĕхрен, Следстви комитечĕн Патăрьел районĕнчи пайĕ Елчĕк районĕнчи суд приставĕ пирки уголовлă ĕç пуçарнă. Ăна парăм шучĕпе шыраса илнĕ 62 пин тенке хăйĕн кĕсйине чикнĕшĕн, бухгалтерин тивĕçлĕ докуменчĕсене суйса хатĕрленĕшĕн айăпланă.

Шупашкарти Ленин районĕн сучĕ Федерацин миграци службин Чăваш Енри управленийĕн экс-пуçлăхĕн Л. Дружининăн приговорне пĕлтернĕ. Ăна 2 çул çурăлăха ирĕклĕхсĕр хăварма, çавăн пекех илнĕ взяткăна 70 виçи чухлĕ штрафлама йышăннă. Çав приговорпах ФМС управленийĕн водительне А. Хлебникова та УК 159 статйин 2-мĕш пайĕпе айăпласа çулталăк çурăлăха условнăй майпа ирĕклĕхсĕр хăварнă.

В. МИХАЙЛОВ, ЧР прокуратурин коррупци пайĕн прокурорĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика