28 мая 2014 г.
Черетлĕ вĕренỹ çулĕ вĕçленчĕ тесен те юрать. Ачасенчен ытларахăшĕ хаваслă каникула куç пек кĕтет. Тепĕр вĕренỹ çулĕччен канса сывлăха çирĕплетмелле вĕт-ха вĕсен. Ытти çулсенче шкулсенче лагерьсем йĕркелекенччĕ. Кăçал ку енĕпе мĕнлерех-ши?
Ыйтăва уçăмлатас тĕ-лĕшпе район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕн методисчĕпе С. Елагинапа калаçу пуçартăмăр. Аяларах çав калаçăва пичетлетпĕр.
_ Июнĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 14-мĕ-шĕччен шкулсенче кану лагерĕсем ĕçлемелле. Вĕсене 983 ача çỹрĕ. Пĕрремĕш сменăра 792 ача канма кăмăл тунă. 12 вĕренỹ учрежденийĕнче вĕсене йышăнма хатĕр. Иккĕмĕш сменăна 191 ача пымалла. Лагерь ертỹçисем, воспитательсем, кухньăра ĕçлекенсем медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă.
_ Кунсăр пуçне район тулашĕнчи лагерьсене те кайма пулать-тĕр?
_ Паллах. 60 ача хĕллехи, 100 ача çуркуннехи каникулта "Жемчужина" тата "Белые камни" санаторисенче пулчĕ. Тата 110-шĕ "Белые камни", "Салют", "Космонавт", "Звездный", "Чайка", "Утес", "Солнышко" лагерьсене кайма путевка илнĕ. Тỹлевĕ те хаклă мар вĕсенче. Хăш-пĕр категорине кĕрекен çемьери ачасене тỹлевсĕрех канма ирĕк параççĕ. _ Шкулсенче ачасен канăвне йĕркелеме ха-тĕр тетĕр. Çакна çирĕплетме пулать-и-ха? _ Пулать. Ятарлă комисси ку ыйтупа Первомайскинчи, Хирти Пикшикри, Пăл
апуç Пашьелĕнчи, Çĕньялти, Турханти, Шăнкăртамри иккĕмĕш, Тутар Сăкăтĕнчи, Сăкăтри вĕренỹ çурчĕсене çитсе тишкерчĕ. Хăш-пĕринче кăлтăксем пур, паллах. Вĕсене пĕтерме сĕнсе хăварчĕ. Тĕпрен илсен, чылайăшĕнче ĕçе тивĕçлипе йĕркеленĕ.
_ Канăва кашнийĕ вырăнсенче хăйне майлă йĕркелет пулас.
_ Çапла ĕнтĕ. Вăйăсем, конкурссем пулаççех. Экскурсисене те тухса çỹреме палăртаççĕ. Район шайĕнчи мероприятисене те хутшăнмалла.
_ Ỹснĕçемĕн ачасем юлхавланса пыраççĕ-мĕн. Аслисем кану лагерĕсене çỹресшĕнех мар пек туйăнать.
_ Лагерьсене 6 çултан пуçласа 18 çул тултариччен çырăнма пултараççĕ. Кĕçĕнреххисем тимлĕрех çав. Çитĕннисем валли килĕсенчи ĕçĕ те хушăнать. Лагерьсенче канассине тĕпе хумаллах. Вăхăтра вĕри апат çитереççĕ, выляттараççĕ, кантараççĕ. Кунта пулни вара яланлăха асра юлать.
А. АСТРАХАНЦЕВА калаçнă
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)