АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пил пани ылтăнран та хаклă

28 мая 2014 г.

 Кирек хăш халăх та сăмахăн асамлă вăйне-хăватне ĕненсе пурăнать. Чăвашшăн аслă ăрурисенчен пил илесси ĕмĕртенпех пĕлтерĕшлĕ. Ун шухăшĕпе, кирек мĕнле çыннăн та пил илмелле, унсăрăн пурнăç ăнмасть, усал-тĕсел ерсе чире ярать, инкек-синкек кăтартать. Ăна этемĕн пурнăç тăршшĕнчи тĕрлĕ тапхăрĕпе çыхăнтарса калама тăрăшнă: ача çуралсан, авлансан е качча тухсан, салтака ăсатнă чух тата ытти те. Ашшĕ-амăшĕ вилес умĕн те хăйĕн ачисене пил сăмахĕсем калать, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнма сунать. Пиллĕхлĕ çын çак йăлана яланах чĕре варринче упрать, ламран лама куçарса пырать. Ахальтен мар ĕнтĕ чăвашсем мĕн авалтанах пиллесессĕн пин пулнă, пиллемесен кĕл пулнă теççĕ.

Пехил вăл _ чăваш çын-ни хăй вилес умĕн пурлăхне, еткерлĕхне тăванĕсене халалласа хăварни, ытлăн-çитлĕн пурăнма, тĕ-рĕс-тĕкел ĕмĕтленме, сывлăхлă пулма пиллени. Яковлев халалĕ _ ỹсекен ăрăва каланă пехил. Анчах та И.Я. Яковлев хăйĕн ывăл-хĕрне мар, пĕтĕм чăваш халăхне халал парать.Иван Яковлевич Яковлев _ педагог, чăваш çырулăхне пуçарса яракан. "Эпĕ çав лăпкă, ырă кăмăллă çынсем хушшинче çуралса вĕсен пурнăçĕпе ỹснĕскер, тăван халăхăн шăпипе пуласлăхĕ çинчен шухăшламасăр тăма пултарайман... Чăннипе калатăп, юрататăп эпĕ чăваша, ăна чунран ырлăх сунатăп... Чăваш çыннине ырă тунисĕр пуçне манăн пурнăçра урăх нимĕнле тĕллев те пулман..." _ тенĕ вăл.

И.Я. Яковлев тăрăшнипе халăха çутта кăларас ĕç аталансах пынă. Тăван чĕлхепе вĕренмелли калавсенче ĕç, пĕлỹ, туслăхпа сăпайлăх тĕп вырăн йышăннине палăртмалла.

Халăх хăйĕн иксĕлми сăмахлăхĕ урлă çамрăк ăрăва пурăнма вĕрентсе пырать. Халăхпа халăх, çынпа çын тан пулмалла, вĕсен пĕр-пĕринпе хирĕçмесĕр пурăнмалла, пĕри теприн умĕнче хăйне аслă е мĕскĕне хумалла мар, мĕншĕн тесен пурте çынсем. Çавăнпа та çынсен пурин те сăпайлă пулмалла тата пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнмалла. Çак шухăшсене эпир Яковлев чăваш халăхне панă халалĕнче куратпăр. Хăйĕн чунри пысăк шухăшĕсене вăл 1921 çулхи çурла уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чĕмпĕр-тен Мускава куçса каяс умĕн алă пусса çирĕплетнĕ. Халал çичĕ çаврăмран тăрать. Халалта И.Я. Яковлев чăвашсен пурнăçĕнче 6 пысăк ĕç тĕп вырăнта тăнине палăртнă. Халалăн пуçламăшĕнче Иван Яковлевич чăвашсене хăй ту-сĕсем-тăванĕсем вырăнне хунине пĕлтерет. Халал вĕçĕнче: "Ирĕклĕ е ирĕк-сĕр эпĕ кама та пулин кỹрентерсе, вăл ман çине çилĕ хывса çỹренĕ пулсан пурсăра та тархаслатăп: çиллĕре манăр, каçарăр мана, маншăн кĕл тăвăр", _ тет. Çыннăн хăйне ырă тунă çынна тав тума та пĕлмелле, усал тунă çынна каçарма та вăй-хал çитермелле тесе каласшăн вăл. И.Я. Яковлев хăйĕн халалĕнче халăхсем хушшинчи туслăха çирĕплетме, упрама чĕнет. Шкул ачисене тăван чĕлхене сумлă пархатарлăхне курма, пĕлме, туйма хушать. Аслă вĕрентекенĕмĕр пĕр-пĕринпе сапăр пулмаллине, пур-çукшăн чашкăрса çỹреме кирлĕ маррине калать. Чăваш халăхĕ мĕн авалтан ĕçчен пулнине, ĕçе юратмаллине калать. "Халалта" И.Я. Яковлев тĕрĕслĕхĕпе тỹрĕлĕх çинчен вĕрентет. Яковлев халалĕнче çемье те пысăк пĕлте-рĕшлĕ. Çемье вăл _ халăх тата çĕр-шыв тĕрекĕ. Кашни çемьен ĕçчен те тирпейлĕ пулма тăрăшмалла. И.Я. Яковлев тăван халăх ĕçчен, юратупа туслăхра çирĕп, сăпайлă, тỹрĕ те таса чунлă пулнине лайăх пĕлнĕ. Çак ырă енсене вăл тăван халăхăн çемйисенче курасшăн пулнă. Çавăнпа Иван Яковлевич йăнăш та кукăр-макăр çулсенчен асăрханма хушнă.

Яковлев вĕрентĕвĕ вилĕмсĕр. Унăн халалĕ пирĕншĕн пурнăç кĕнеки пулса тăчĕ. Пире, çамрăксене, ăс парать, тĕрĕс-тĕкел пурăнма вĕрентет, малашлăхра ырă çитĕнỹсем тума хавхалантарать.

Чăваш халăхĕ пиллĕх-лĕ. Пиллекенсен сăмахĕсенчен тухмасăр пурăнма мехел çитермелле çеç.

С. КУЛАКОВА, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика