19 января 2013 г.
Кăшарни (тепĕр çĕрте кĕреçенкке) – Çĕнĕ çул тапхăрĕнчи уяв. Малтанхи вăхăтра ăна кунпа çĕр танлашнă тапхăрта паллă тунă. Христос тĕнне йышăнсан вырăссен “çветкипе” пĕрлешсе кайнă.
Кăшарние уявлама çамрăксем чи малтанах çурт тара илнĕ, ял тăрăх çÿресе хăмла, сахăр, çăнăх пухнă, хĕр сăри вĕретнĕ, кукăль пĕçернĕ, ял-йыша хăналанă. Каçпа ватти-вĕтти çак пÿртре пухăннă. Хĕрсем чи малтан ватăсене тата ашшĕ-амăшне сăрапа сăйланă. Кăшт вăхăтран аслисем çамрăксене телейлĕ пурнăç сунса килĕсене саланнă. Хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм ирчченех ташланă, юрланă. Кăшарнин чи пĕлтерĕшлĕ саманчĕ – юмăç яни.
Çамрăксем тем тĕрлĕ меслетпе те шăпана вăлтса пĕлме тăрăшнă. Акă, тĕслĕхрен, çур çĕрте, ялта пурте ыйха путсан, темиçен хире тухнă. Унта çулсем хĕресленнĕ вырăнта утиялпа пĕркенсе кама мĕнле сасă илтĕннине тăнланă. Выльăх-чĕрлĕх сасси хăлхана кĕрсен чĕр-чунран пуян пулать тенĕ. Укçа чăнкăртатни муллă пулассине пĕлтернĕ. Шăнкăрав шăнкăртатни тата купăс янрани – çывăх вăхăтра туй пуласса. Çак сасăсене каччă илтсен – кăçал авланать, хĕр илтсен çитес вăхăтра качча тухать имĕш. Тем тĕрлĕ юмăç та янă çав каç, анчах хĕрсемпе каччăсене ытларах хăçан çемье çавăрасси кăсăклантарнă. Çакă, ахăртнех, ашшĕ-амăшĕ шăпах Çĕнĕ çул уявĕсен вăхăтĕнче евчĕ янипе те çыхăннă.
Кăшарни кунĕсенче ялта кулăшла тумланнă çынсем килĕрен-киле çÿренĕ. Вĕсем çамрăксем уяв ирттерекен пÿрте те кĕнĕ. Кунта хайхисркерсем кулленхи пурнăçри кулăшла самантсене туса кăтартнă, пурне те култарма тăрăшнă. Çапах та вĕсен тĕп тивĕçĕ ялтан усал чунсене тата халăха хирĕçле кăмăллă вăйсене хăваласа кăларасси шутланнă. Çавăнпах раштавран тытăнса кăшарничченех аллине пушă тытнă, арăш-пирĕш тумланнă çынсем урамсем тăрăх çÿренĕ, такама çапнă пек туса кăтартнă.
Кăшарни хыççăнхи ир турă шыва аннă кун пуçланнă. Ку уява Евангелире çырса кăтартнă Иоанн Креститель Иисус Христоса Иордан шывне кĕртнине асăнса çирĕплетнĕ.