АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аталану çулĕ тăвалла. Пĕрех утмалла малалла

19 января 2013 г.

Пăлапуç Пашьелĕнчи “Булинская” хуçалăх 2006 çулта йĕркеленчĕ. Çавăнтанпах ăна Сергей Николаевич Чаданов ертсе пырать. Вăл ĕçе пуçăннă чухне кунти фермăра пĕр выльăх чунĕ те тăрса юлманччĕ. Паян та вите тулли ĕне-пăру тăрать тесе калама çук. Анчах йыш майĕпен пысăкланса пырать. Хальхи вăхăтра кунта мăйракаллă шултăра выльăх 36 пуç, сăвăнаканни – 14. Куллен пĕр ĕнерен 8-9 килограмм сĕт суса илеççĕ.

– Пĕлтĕр кăтарту кăçалхинчен лайăхрахчĕ. Ĕнесенчен нумайăшĕ çывăх кунсенче пăрламалла, çавăнпа сăвăм пĕчĕкрех. Сĕт укçа çăл куçĕ иккенне асра тытса выльăх шутне тата ÿстересшĕн, – тет ертÿçĕ хуçалăхпа паллаштарнă май.

Фермăра таса, тирпейлĕ. Хĕле хатĕрленсе стенасене шуратса дезинфекциленĕ, юсанă. Маларахри çулсенче шыва та алăпа йăтнă пулсан, халь вăл пăрăхпа пырать. Выльăх шучĕ сахаллипе транспортер вырнаçтарман. А. Капитонов скотникпе П. Моисеев хуралçă тислĕке лашапа тиесе тухса ятарлă вырăна тăкаççĕ. Апата та янаварпах валеçеççĕ.

Сăвăм кăтартăвĕ выльăха мĕн çитернинчен килни каламасăрах паллă. Пашьелсем çулла 100 тонна утă, 400 тонна сенаж хатĕрленĕ. Улăм та çителĕклех. Апат рационне тырă фуражĕпе, жомпа, Шупашкарти “Букет Чувашии” фирмăран турттарса килекен йĕтрепе (дробина) пуянлатаççĕ.

– Ĕнесене Т. Маковапа Т. Казакова дояркăсем сăваççĕ. Вĕсем хăйсене шаннă тивĕçе юратса пурнăçлаççĕ, – тет сăмаха малалла тăсса Сергей Николаевич.

Выльăх-чĕрлĕхпе ÿсен-тăран отраслĕсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă. “Булинская” агрофирмăра пĕрчĕллĕ тата пахча-çимĕç культурисене çитĕнтереççĕ. Иртнĕ çул кунта кĕрхисен пысăк лаптăкĕ пĕтнĕ. Çурхисем те ăнса пулнă тесе калама çук. Хирсем хăйăрлăран никĕсе хывнисем çумăр çуманнипе начартарах шăтса тухнă-мĕн. Темле йывăр лару-тăрура та çуркунне çĕре акмасăр хăвараймастăн. Яваплă тапхăрта куçакан фондри тыр-пулпа усă курма, çавăн пекех пысăк репродукциллĕ тулăпа урпа туянма палăртнă.

Хуçалăхра техника паркне çĕнетме тăрăшни те сисĕнет. Ултă çулта МТЗ -82 трактор – 2, МТЗ -892 – 1, роторлă косилка, ворошилка, апат вĕтетекен агрегат илнĕ.

“Булинская” агрофирмăра пурте кал-кал пыраççĕ тесе калама çук. Çурăк валашка умĕнче тăрса юлнă хуçалăха ура çине тăратма çăмăл мар. Татса паман ыйтусем, йывăрлăхĕсем çителĕклех. Апла пулин те вĕсене пĕчĕккĕн çĕнтерсе пыма тăрăшаççĕ.

О. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика