19 января 2013 г.
Кăрлачăн 16-мĕшĕнче районта ЧР Ял хуçалăх министрĕ С. Павлов килсе ял хуçалăх предприятийĕсенче тата фермер хуçалăхĕсенче выльăхсем мĕнле хĕл каçнипе паллашнă. Малтан Сергей Владимирович райадминистраци пуçлăхĕпе Н. Глуховпа тата унăн çумĕпе, М. Калмыковпа “Исток” агрофирмăн ĕне фермине çитсе курнă. Хуçалăх пĕлтĕр 200 пуç выльăх вырнаçмалăх ĕне фермине реконструкцилемелли тата модернизацилемелли проекта хутшăннă. 8 миллион тенкĕпе туллин усă курнă: сĕт пăрăхĕсем вырнаçтарнă, витене хăтлăх кÿртнĕ, территорине тирпейленĕ, вăй хуракансене тăрăшма услови туса панă.
Унтан министр Шăнкăртамри Ф. Чабатов фермер патĕнче пулнă. Вăл тыр-пул çитĕнтернисĕр пуçне выльăх-чĕрлĕх пусса тирпейлессипе, биологи каяшĕсене пуçтарассипе тимлет.
“Республикăра 2012 – 2014 çулсенче фермер ĕçне пуçăнакансене пулăшасси” тĕллевлĕ программăна хутшăнса Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи 14 çын патшалăх паракан гранда илме тивĕçнĕ. С. Павлов вĕсен пурнăçĕпе кăсăкланса А. Бухарин, Р. Бикчурин, Ф. Бурганов фермерсен хуçалăхĕсемпе те паллашнă, хĕле тĕплĕн хатĕрленнине хăй куçĕпе курса ĕненнĕ. (Хамăр корр.)