19 января 2013 г.
Çĕрпÿ районĕнчи Туçи ялĕнче пурăнакан Елена Михайловна ирхи 5 сехетре хăрушă саспа вăраннă. Хăйсен хваттерĕ вырнаçнă панель çуртра (Октябрь урамĕ, 2) йăлари газ сирпĕннине тÿрех ăнланайман-ха вăл, чÿрече каррине вут хыпса илсен вара ывăлĕпе пĕрле кÿршисем патне чупнă. Иккĕмĕш хутра пурăнаканскерсем пусма ишĕлнĕрен аялалла анайман, ыттисем пекех урама тÿрех тухайман.
«Юрать-ха çамрăксем, çав шутра хамăн ывăл та, çухалса каймарĕç: “Унталла ан кай, çулăм алхасать, ку енчен тухмалла” тесе кăтартса-каласа пычĕç. Плитасене тытма май çук – чĕтренеççĕ. Балкон пулнă вырăнтан (вăл паллах ишĕлсе аннă) урама тухрăмăр. Йĕри-тавра йăтăнса аннă плита выртать. Çăлав-çăсем ун чухне çитейменччĕ-ха”, – хăрушă саманта куç умне кăларать Елена Геннадьевна.
Инкек пирки çак çуртра пурăнакан хĕрарăм ирхи 5 сехет иртсен шăнкăравласа пĕлтернĕ. Оперативлă ушкăнсем тÿрех чĕннĕ вырăна тухса кайнă. “Пушарнăйсемпе çăлавçăсем, аварипе çăлав техники синкере сирме васканă. Инкек пулнă çуртран 5 çынна пушар пусмипе урама илсе тухнă. Ишĕлчĕксене тасатса икĕ арçынна туртса кăларнă. Вĕсенчен пĕрин пĕç шăмми хуçăлнă тата вăл нимĕн пĕлми-туй ми пулнă, теприн вара кĕлетки 10 процент пиçнĕ.
Суранланнăскерсене больницăна ăсатнă. Шел, икĕ çын вилнĕ: 1960 çулта çуралнă хĕрарăм тата 16-ри каччă. Малтанласа палăртнă тăрăх инкек сăлтавĕ – газ сăрхăнни.
18 хваттерлĕ çак çуртра 44 çын пропискăра тăрать. Вĕсене вăхăтлăха ача садне тата шкула вырнаçтарнă, çывăрмалли вырăнсемпе тивĕçтернĕ, апат çитереççĕ. Психологсем кирек хăш вăхăтра та пулăшу пама хатĕр. Малтанласа палăртнă тăрăх – ку çурта юсама май килмест, çавăнпа Чăваш Ен Правительстви Çĕрпÿ район администрацийĕпе пĕрле шар курнисем валли пурăнмалли вырăн шырама пуçланă ĕнтĕ.
Синкере лекнисене пулăшмашкăн Чăваш Ене Хусанти тата Чул хулари шыравпа çăлав отрячĕсем, кÿршĕ субъектсенчи пушар подразделенийĕсем тата психологсен ушкăнĕ килсе çитнĕ.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Туçи ялĕнче пулнă. Инкек тухнă вырăна пăхса çаврăнсан вăл ĕçлĕ канашлу ирттернĕ, унта ЧР шалти ĕçсен министрĕ Сергей Семенов, республика Правительствин членĕсем, Çĕрпÿ районĕнчи вырăнти влаç органĕсен ĕçченĕсем, ыттисем хутшăннă.
Михаил Игнатьев пĕтĕм служба васкавлă ĕçленине, кирлĕ мерăсене вăхăтлă йышăннине палăртнă. Взрыва пула шар курнă çурта юсаса çĕнетме май килмест, çавăнпа ăна ишсе çак вырăнтах çĕннине тума йышăннă. ЧР Строительство министерствине проект ĕçĕсене пуçлама хушнă. Ку çурта 2013 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне хута яма планлаççĕ. Инкек тÿснĕ çынсене Чăваш республикин патшалăхăн пурăнмалли çурт-йĕр фончĕн хваттерĕсене арендăна илме сĕннĕ. Ку мелпе усă курма, Шупашкара куçма 6 çемье кăмăл тунă. Çĕрпÿ районĕнчех юлас текенсем валли вара уйрăм сутуçăсенчен Патшалăхăн пурăнмалли çурт-йĕр фончĕ валли районтах хваттер туянма, вĕсене инкек курнисене арендăна пама сĕннĕ. синкерте вилнĕ икĕ çыннăн çемйисене пĕрер млн тенкĕ укçа парса пулăшĕç.
Раççей Хĕрлĕ Хĕресĕн Чăваш Енри уйрăмĕ Çĕрпÿ районĕнчи Туçи ялĕнче шар курнисене пулăшма апат-çимĕç тата тумтир пухма тытăннă. Япаласене кашни кун 10 сехетрен пуçласа 18 сехетчен çак адреспа йышăнаççĕ: Шупашкар хули, Ленинград урамĕ, 31 çурт. Кăсăклантаракан мĕн пур ыйту хуравне Раççей МЧС Чăваш Енри Тĕп управленийĕн “хĕрÿ линийĕн” телефонĕпе Ç7(8352) 39-99-99 е Раççей Хĕрлĕ Хĕресĕн Чăваш уйрăмĕн председательне 8-961-345-42-43 номерпе шăнкăравласа пĕлме пулать.
Раççей Хĕрлĕ Хĕресĕн Чăваш Енри уйрăмĕн реквизичĕсем:
рŸс 40703810300000007610
в АКБ Чувашкредитпромбанк ОАО г. Чебоксары
кŸс 30101810200000000725
БИК 049706725
«Хыпартан».