19 января 2013 г.
Çĕнĕ çулăн пĕрремĕш уйăхĕ яланах пĕлтĕрхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетсе ĕмĕт-тĕллеве палăртассипе çыхăннă. Лайăххине, ыррине кăçал та малалла тăсар, çитменлĕхсенчен вара тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿ тăвар. Ку тĕлĕшпе Шалти ĕçсен министерствин “Батыревский” уйрăмĕнче те хамăр тăрăхри çирĕп йĕркепе тăнăç пурнăçăн ыйтăвĕсемпе уççăн калаçмалли пур. Çак тĕллевпе пирĕн хаçат корреспонденчĕ А. В. Фомин начальникран хăш-пĕр ыйтусем çине хуравлама ыйтнă.
– Андрей Васильевич, районти оперативлă служба ĕçченĕсем кăçалхи çулталăка мĕнлерех кăмăлпа тата еплерех ĕмĕтсемпе пуçларĕç-ши;
– Пĕтĕмĕшле илсен, 2012 çул Патăрьелсемшĕн япăх иртнĕ тесе каласшăн мар. Çапах та йĕрке хуралĕн сотрудникĕсен тĕллевлĕ те тухăçлăрах ĕçлеме сăлтавĕ пысăк. Çакна чăн малтанах преступленисен шучĕ ÿснипе çыхăнтарасшăн. Эпир пăхса тăракан Патăрьел тата Шăмăршă районĕсенче иртнĕ çул 477 преступлени тунă. Çакă пĕлтĕрхипе танлаштарсан 7,9 процент ытларах. Юхмапа Пăла тăрăхĕ ку тĕлĕшпе пушшех “кăтартуллă”: çулталăк тăрăшшĕпе хура ĕçсен шучĕ 17,4 процент ÿснĕ. Çакă чăн малтан эпир, пакунлисем, вырăнсенче профилактика ĕçне кирлĕ пек йĕркелеменрен килет. Ку тĕлĕшпе кăçал районта йĕркелĕхшĕн яваплă ытти обществăлла организацисемпе, уйрăм çынсемпе, вырăнти влаç представителĕсемпе вăйсене пĕрлештерсе тĕллевлĕ ĕçлемелле пулать.
– Чылай чухне полицейскисен ют пурлăха хăй пайтишĕн вăрлакансен ĕçне тăрă шыв çине кăларма тивет. Иртнĕ çул та çак ыйтупа çанă тавăрма тиврĕ е урăх проблемăсем тĕп вырăнта пулчĕç-и;
– Пирĕн район халăхĕ чухăнах мар пурăнать пулин те, çулсеренех вăрă-хурахсен йышĕ чакмасть. Пĕлтĕр те мĕн пур преступленисен 22,8 проценчĕ çак сăлтавпа çыхăннă.
– “Чирĕн” диагнозне мĕнлерех лартма пулать-ши;
– Кăна пĕр сăмахпа хак пама та çук-тăр. Пĕрисем нишлĕ пурнăçран ют пурлăх еннелле аллине тăсаççĕ-тĕр, теприсем ытлă-çитлĕ пурнăçпах иртĕхеççĕ, виççĕмĕшсем вара, çын хыççăн вакка та сикме хатĕрскерсем, шутламан-туман çĕртенех питне ĕмĕрлĕхе хăрăмпа варалаççĕ.
– Сирĕн служба ĕçченĕсен тĕп тĕллевĕсенчен пĕри – обществăлла йĕркелĕхе çирĕп тытса тăрасси. Ку унччен те çаплах пулнă-ха. Маларах ăна эсир хăвăр вăйпа çеç йĕркеленĕ, халĕ вара “вăрттăн куçсем” ĕçре самай çăмăллăх кÿреççĕ пулас. Хаçат вулакансене пирĕн тăрăхра “Безопасное муниципальное образование” программăна мĕнле пурнăçласа пынă пирки тĕплĕнрех каласа парăр-ха.
– Вăл иртнĕ çулхи август уйăхĕнчен пирĕн районта вăя кĕчĕ. Унпа килĕ-шÿллĕн, район центрĕнче халăх йышлă çÿрекен вырăнсенче ултă видеосăнав камери вырнаçтартăмăр. Унăн усси пысăк. Çак меслет пулăшнипе хамăр районта çеç административлă право йĕркине пăснă 61 тĕслĕхе шута илсе тивĕçлисене саккунпа явап тыттарнă.
Унсăр пуçне обществăлла вырăнта йĕрке тăвас, эрех-сăра ĕçсе хулиганла ĕçсем тăвассине чакарас тĕлĕшпе сотрудниксен вăйĕпе те пысăк ĕç тăватпăр. Çулталăк тăрăшшĕпе 20.21 статьяпа килĕ-шÿллĕн çеç айăплисем пирки 2597 протокол çырнă.
– Юхмапа Пăла тăрăхĕ яланах ыттисемшĕн ырă тĕслĕхпе ытларах палăрса тăнă: ĕçченлĕхпе те, харсăрлăхпа та, паттăрлăхпа та... Районта яланах лăпкă та шанчăклă, тăнăç пурнăç пултăр тесен пире мĕн çитмест-ши;
– Пысăк ăнланулăх, культурăлăх, пĕр-пĕрин ĕçне хисеплеме пĕлни. Çак пархатарлă енсем кашни çынра пулсан, пурăнма та çăмăл.
– Тавах сире уçă калаçушăн. Çăмăл мар ĕçре Сире пысăк ăнăçу, ăнланулăх сунатăп.
Калаçăва А. ЕГОРОВА çырса илнĕ.