АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Олимпиада пултаруллисене палăртать

19 января 2013 г.

Вĕренÿ çулĕн çурри хыçа юлчĕ. Каннă хыççăн ачасем çĕнĕрен парттă хушшине ларчĕç. Иртнĕ çул вара мĕн пĕлнине пĕтĕмлетекен, ăс пухмачне тĕрĕслекен олимпиадăсемпе конкурссем сахал мар иртрĕç.

Район шайĕнче 23 предметпа пычĕ тупăшу. Вĕсене 1965 ача хутшăнчĕ. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш тата иккĕмĕш, Аслă Чементи, Тутар Сăкăтĕнчи вăтам тата Çĕнĕ Ахпÿртри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсенче вĕренекенсем çĕнтерÿçĕсен шутне йышлăн кĕчĕç. 486 ача призлă вырăнсене ти-вĕçрĕ. Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулти 9 класа çÿрекен Д. Алимов 7 предметпа çĕнтерчĕ, 10 класа çÿрекен З. Азмуханова 6 предметпа малти вырăнсене тухрĕ. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Г. Мухутдинова, Д. Назаров, Аслă Чементи вăтам шкулти И. Мурзакаева 5 предметпа палăрчĕç. 12 вĕренекен вара тăватшар олимпиадăра малтисен йышне кĕчĕ.

А. ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика