АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ĂС-ТĂН ВАТЛĂХРА ТА АН ЧАКТĂР

19 января 2013 г.

Кăмăл-туйăм пурнăç тăршшĕпех тĕрĕс-тĕкел пулсан та çулсем иртнĕçем этем ăс-тăн чирĕпе чирлеме пултарать. Ăна ватă çынсем хăвăртах парăнаççĕ. Çапах ялан ĕмĕр иртни çине яма та кирлĕ мар. Çавăнпа хăвăрăн та, ватăла пуçланă çывăх тăвансем патне те тимлĕрех пулмалла. Шел те, тухтăрсем патне çÿрекен ытти çынсемпе танлаштарсан, аслисем психиатрсемпе психотерапевтсем патне икĕ хут сайрарах пыраççĕ. 60-тан иртнисем хăйсен ăс-тăн чирĕ пуçланнине туйсах каймаççĕ, ватлăх тесе шутлаççĕ.

Нерв чирĕсем ватă çынсен пуçри юн тымарĕсенче атеросклероз пуçланнипе çыхăннă. Чирлĕ çынсем кăмăл-туйăм пусăрăннине, манăçнине, пуçра йывăррине, шав пуррине, çаврăннине, утнă чухне е вырăн çинчен тăнă чухне тайкаланнине, ĕçленĕ чухне вăй чакнине палăртаççĕ. Вĕсен кăнтăрла та выртас килет, тарăхса тăракан пулаççĕ, чăтăмлăх пĕтет, кăмăл час хуçăлать, куççуль тухать, йĕркеллĕ çывăраймаççĕ. Нерв чирĕ аталанас паллăсем пулсан тухтăр канашĕ кирлĕ. Вĕсене килтех сиплеме пулать.

Пусăрăнчăклă кăмăл-туйăм – ваттисем хушшинче анлă сарăлнă чир. Кун пек чухне çынсен пит-куçĕнче хаваслăх çук, вĕсем темрен шикленеççĕ, хăйсене никама та кирлĕ мар тесе шутлаççĕ, шанчăка çухатаççĕ, хăйсене ним çукран айăплаççĕ. Унччен юратнă ĕçĕ патне те алă пымасть, çемье те, тус-юлташ та кăсăклантарма пăрахать. Апат япăх е ытларах çиесси, çывăрайманни е йывăр ыйхăллă пулни, хăвăрт ывăнни, вар хытни е ÿт-пÿре тĕрлĕ çĕрте ыратни пулкалать. Япăхрах шухăшлама пуçлани, çавăн пекех тимлĕхе çухатни, астăвăм чакни – çаксем пурте чир паллисем пулма пултараççĕ.. Пурнăçран уйрăлас шухăш çуралсан “васкавлă пулăшу” кирлĕ. Енчен те сирĕн тăван тухтăр патне каймасть пулсан, унăн ирĕкне пăхса тăмасăр сиплеме илсе каймалла.

Енчен те çывăх çынсен çак симптомсем икĕ эрнерен ытларах пыраççĕ пулсан специалист патне кайма тăрăшмалла. Вăл тĕрлĕ эмел сĕнĕ. Вăхăтра сипленни сывлăха часах тавăрма пулăшать.

Айванлăх чирĕ çыннăн ăс-тăн шайĕ чакнипе пуçланать: асра тытаслăх çухалать, вăл тавралăхра аташма пуçлать. Кун пек çынсем хăйсем ăçта пурăннине пĕлмеççĕ, пĕччен çăвăнаймаççĕ, тăхăнаймаççĕ, апат çиме пĕлмеççĕ, хăйсене пăхса тирпейлеме манса каяççĕ.

Çакăн патне чир пусăмĕ пысăкки, чĕре чирĕсем, атересклероз тата пуç мими хăрса пыни илсе пыма пултарать. Сипленмешкĕн тĕрлĕ эмел пур, чĕрĕлесси çавăн пекех çывăх тăванĕсенчен нумай килет. Канашланă тата тĕпченĕ хыççăн специалист сĕнÿсем парĕ. Ăс-хакăл айванлăхĕ суя та пулать. Сăмахран, кăмăл-туйăм пусăрăннипе чирлĕ çынсем калаçура çухалаççĕ, тимлĕ мар. Ăна сиплеме пулать. Ăс-хакăл айванлăхĕ ытлашши эмелсем ĕçсен те пуçланать. Ватă çынсем тĕрлĕ чиртен вĕсене нумайрах усă кураççĕ. Организмри япаласен ылмашăнăвĕ майĕпен пынипе эмелсем чылай вăхăтлăха сыхланса юлаççĕ. Çавна пула кăмăл туйăмĕ ылмашăнать, хумхану, шикленÿ çуралать. Эмелсен йышне е виçине чакарсан сывлăх лайăхланать.

Ăс-хакăл айванлăхĕ апат япăх çисен те пулма пултарать. Чирлĕ çыннăн шăлĕсем çук пулсан, вĕсем начартарах апатланаççĕ, организма кирлĕ тутлăхлă япаласем çитеймеççĕ.

Çывăх тăвансен ăс-тăн сывлăхне пăхсах тăрăр. Хуть миçере пулсан та çын хăйне сывлăхлă туймалла.

А. КОЛЬЦОВ,

çемье тухтăрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика