АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АВАЛХИ ЙĂЛАНА СЫХЛАТПĂР

19 января 2013 г.

Сурхури – хĕллехи паллă уявсенчен пĕри. Тĕрлĕ çĕрте пурăнакан чăвашсем çак уява сăрхури, шерни, раштав, çветке, Çĕнĕ çул тесе те калаççĕ. Пирĕн йăхсем ăна хĕвеле хисеплесе ирттернĕ. Выльăх-чĕрлĕх лайăх ĕрчетĕр, тыр-пул тухăçлă пултăр тенĕ, телейпе, ырлăхпа-сывлăхпа, çителĕклĕ пурнăçпа пурăнма ĕмĕтленнĕ. Авалхи йăла-йĕрке паянхи кун та сыхланса юлни пире савăнтарать.

Турханти вăтам шкулта 6 класра вĕренекенсем кĕçĕн класра чухнех Н. Антонова вĕрентекен тата ашшĕ-амăшĕ тăрăшнипе çулленех лашапа катаччи чупма анатчĕç. Çăварни юррисене юрласа савăнатчĕç. Халĕ те Сурхури эрнинче ахаль ларас темерĕç.

Класĕпех пуçтарăнчĕç ачасем. Малтанах Сурхури уявĕн йĕркине аса илчĕç. Ушкăн ертÿçи М. Дмитриева кашни киле кĕриччен ачасене хăйсене йĕркеллĕ, тирпейлĕ тытмалли çинчен ăнлантарчĕ. Унтан кил тăрăх кайрĕç. Ачасем сăвă каларĕç, юрларĕç, ташларĕç. Кил хуçисем ачасен сурхури хутаççине канфет-премĕк, сарă мăйăр, ăшаланă пăрçа, пан улми тата темтепĕр чиксе пачĕç. Сурхури ачисем пÿртре пăрçа сапса хăварнă май ватăсем ыр сăмахсем каларĕç:

– Виçĕ картара виçĕ тĕслĕ выльăх-чĕрлĕх тытмалла пултăр!

Пĕр вĕçĕ картара пултăр та тепĕр вĕçĕ шыв патĕнче пултăр!

Сурăхăр-выльăхăр хутаçлă пăрçа пек хунавлă пулччăр.

Ăшаланă пăрçа пек пиçĕ пулччăр,

Шÿтернĕ пăрçа пек мăнтăр пулччăр!

Тулли кăмăлпа юлнă кил хуçисем ачасене тав сăмахĕ каларĕç, тепĕр çул та килме хушрĕç.

Ачасем аслисем пулăшнипе юмăç та ярса пăхрĕç. Хĕрачасем витене тухса сурăх ури тытрĕç. Пĕчĕк пулсан та пурнăçри пулас юлташĕсем мĕнлерех сăнлă лекессине пĕлес килчех çав. Шурă сурăх лексен пулас тусу çутă сăнлă пулать, ула лексен хитре мар, хури лексен хура тĕслĕ пулать, теççĕ-çке. Ачасем куç кĕски витĕр те хăйсен пулас тусĕсене курасшăн пулчĕç. Кун хыççăн арçын ачасем хĕрачасемпе пĕрле ларса Сурхури кучченеçĕсене çирĕç.

Уява ирттерме ашшĕ-амăшĕ те пулăшрĕ. А. Шеляковапа Н. Трошкина кукăль, С. Шагарова йăвача пĕçерчĕç, Е. Данилова пăрçа ăшаларĕ. Ачасем Сурхурине тепĕр çул та тухас тесе йышăнчĕç. Мăн асаттесемпе асаннесен ырă йăлине сыхласа хăварассишĕн çитĕнекен ăру чунтан тăрăшать.

Сурхурире каланă сунăмсем

Пăрçа çÿллĕ пултăр! Тырă лайăх пултăр! Тавтапуç хуçана! Пире панă вырăнне Турă сире хушса патăр: пĕр пĕрчĕрен пин пĕрче çитертĕр. Сак тулли ача пултăр, урай тулли путекĕ пултăр, карта тулли выльăхĕ пултăр: пĕр вĕçĕ картара пултăр, тепĕр вĕçĕ шывра пултăр: алăк патĕнче кĕрÿ пултăр! Тĕпелĕнче кин пултăр!

Хĕрарăмсем ача туччăр, сурăх путек тутăр, арçынсем арăм тĕл пулччăр. Тырă-пулă лайăх пултăр, хÿкĕм ирттермелле пултăр.

Турă, çак хĕле лайăх каçса çăва тухма пар, качча каймаллисем качча кайччăр, авланманнисем авланччăр.

В. САМАРИНА,

тăван ен культурине

вĕрентекен.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика