23 января 2013 г.
Республика Пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн пултарулăхри пысăк ăнтăлушăн çулсеренех талантлă çамрăксене ятарлă стипенди параççĕ. Иртнĕ çул ăна пирĕн районта 22ĕн тивĕçнĕччĕ. Кăçал вара 1830 тенкĕ кĕмĕле кашни уйăхра 23 хастар илсе тăрĕ. Вĕсем çаксем:
Ольга Валериевна Алексеева – Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕнчи культура аталанăвĕпе библиотека тивĕçтерĕвĕн методисчĕ;
Румия Рифкатовна Вахитова – Чăваш Патшалăх университечĕн Патăрьелĕнчи филиалĕн тăваттăмĕш курс студентки;
Алексей Владимирович Верликов – ачасемпе çамрăксен “Паттăр” спорт шкулĕн вĕренекенĕ;
Чулпан Маннуровна Галялетдинова – Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул вĕренекенĕ;
Кристина Андреевна Горбунова – Алманчăри вăтам шкул вĕренекенĕ;
Светлана Михайловна Евграшкина – Патăрьел территори суйлав комиссийĕ çумĕнчи Çамрăксен суйлав комиссийĕн членĕ;
Надежда Александровна Зотова – Аслă Чементи вăтам шкул вĕренекенĕ;
Алина Геннадьевна Ильина – Çамрăксен координаци канашĕн районти председателĕ;
Артем Владимирович Кадушкин – ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн вĕренекенĕ;
Александр Анатольевич Калькин – Сăкăт ял тăрăхĕнчи Çамрăксен канашĕн председателĕ;
Сергей Михайлович Краснов – “Красное знамя” ял хуçалăх производство кооперативĕн механизаторĕ;
Энже Равиловна Курякова – Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул вĕренекенĕ;
Мария Алексеевна Латышова – Аслă Чементи вăтам шкул вĕренекенĕ;
Анастасия Александровна Макарова – районти ачасене хушма пĕлÿ паракан центр вĕренекенĕ;
Виктория Ивановна Никитина – районти ачасене хушма пĕлÿ паракан центр вĕренекенĕ;
Анастасия Леонидовна Пестрова – Хирти Пикшикри вăтам шкул вĕренекенĕ;
Карина Николаевна Родионова – Турханти вăтам шкул вĕренекенĕ;
Мария Петровна Самделова – Аслă Чементи вăтам шкул вĕренекенĕ;
Николай Владимирович Секретов – Первомайски ял тăрăхĕнчи Çамрăксен канашĕн членĕ;
Дмитрий Александрович Софронов – Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул вĕренекенĕ;
Елена Владимировна Шашкина – Первомайски ял тăрăхĕнчи Çамрăксен канашĕн членĕ;
Анна Сергеевна Шулаева – Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул вĕренекенĕ;
Николай Геннадьевич Ялуков – акционерсен “Батыревское” хупă обществин юрисконсульчĕ.