АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр тĕвре виçĕ йăлă

23 января 2013 г.

Вăрман çывăхĕнче никĕсленнĕ Сăкăт ялĕн çыннисем яланах ĕçченлĕхпе, пултарулăхпа, тараватлăхпа палăрса тăнă. Юхмапа Пăла тăрăхĕн çак кĕтесĕнче ăслă-тăнлă хастарсем сахал мар çитĕннĕ. Ламран лама куçса пыракан ырă енсене сыхласа пыракан халăх паян та халсăр мар. Чылай енĕпе кăтартуллă Сăкăтсем танлăн утаççĕ-ха.

Вырăнти хуçалăх экономики пĕр тикĕс аталанни çынсен чĕринче çирĕп хăюлăх çуратать. Иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе те, сăмахран, “Красное знамя” ял хуçалăх производство кооперативĕ малтисен ушкăнĕнче тăрăшать.

Кашни ĕнерен сĕт суса илессипе “пилĕк пинлисен клубĕнче” шанчăклăн тăракан хуçалăхăн ытти çитĕнтерĕвĕсем те савăнтараççĕ. Çак шухăша ялти вăтам шкул директорĕ, ял тăрăх депутачĕ А. Падусев та çирĕплетрĕ.

– Ял халăхĕ мана пĕрремĕш хут пысăк ĕç шанса пачĕ. Депутатăн яваплă тивĕçĕ малтан шиклентерчĕ те... Коллективра эпир халăх тарçисем йышлăн та пулса кайрăмăр. Пĕр тĕвре виçĕ йăлă темелле: ОБЖпа физкультура учителĕ Н. Тинюков, В. Горбунов технолог тата эпĕ. Депутатсен ушкăнĕнчен виçĕ пайĕнчен пĕри интеллигенци темелле. Кашниех тĕрлĕ урамсенчен суйланнă пулин те, ыйтăвĕсем çавах. Кирек мĕнле пăшăрханăва та пĕрле татса пама тăрăшатпăр. Пĕрин хуйхи теприншĕн савăнăç мар. Сăмахран, ялта пĕр çемье вут-кăвара пула питĕ пысăк нуша курчĕ. Инкек тени пĕрле чухне пĕчĕкленет. Депутатсен ларăвĕнче эпир ăна васкавлăн пулăшма килĕшсе татăлтăмăр. Кĕмĕлне те пуçтарса патăмăр, ытти енĕпе те çак çемьене тимлĕх уйăртăмăр. Пĕрлĕхре çеç йывăрлăха парăнтарма пулать,– тет Анатолий Васильевич.

Ун сăмахне хирĕçлеме май çук. Пĕччен сурнипе кÿлĕ пулайманнине Сăкăтсем тахçанах ăнланнă. Çавăнпах йыш çумне йыш хушма та, аталанма та ансатрах. Пĕр тĕслĕх çеç илсе кăтартам. Районти чылай ял тăрăхĕсем хĕллехи вăхăтра урамсенчи, кассенчи, тăкăрлăксенчи çулсене юртан тасатма уйрăм усламçăсемпе, çул-йĕре пăхса тăракан организацисемпе килĕшÿсем тунă. Шел пулин те пур çĕрте те алă çапса килĕшни пурнăç чăнлăхĕпе тÿрех килмест. Эх, тарăхать вара ун пек чухне ял халăхĕ. Тепĕр урамсене машинăпа мар, çуран та кĕреймĕн. Вĕсене те ăнланмалла. Сăкăтра вара кун пек йăла çук. Хуçалăх хăйĕн техникипе çул-йĕре кашни юр çумассеренех уçса, тирпейлесе тăрать. Колхозпа вырăнти администраци йĕкĕреш пек çывăх пулнăран кирек мĕнле мероприятие те пĕрлехи вăйпа йĕркелени кăмăллă. Ахальтен мар ĕнтĕ йăлана кĕнĕ спорт турнирĕсене йĕркелессипе районта чи кăтартуллисем шутланаççĕ. Ĕç кал-кал пынă чухне вара депутатсене те ĕçлеме çăмăл, кăмăллă.

А. ЕГОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика