23 января 2013 г.
Республикăра, çавăн пекех районта та, январĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа февралĕн 25-мĕшĕччен “Снегоход” профилактика операцийĕ иртет. Çак тапхăрта мотохатĕрсем техника хăрушсăрлăхне пăхăннине, çул çинче йĕркене пăсманнине, хуçисен вĕсене çÿретме ирĕк пуррипе çуккине, патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр тухнине, техникăна регистрациленипе эксплуатацилеме юрани пирки тата кирлĕ ытти документсене пăхма, юрăхсăра тухнисене шутран кăларма палăртнă.
Уйăхлăха йĕркелесе ирттерсе яма ятарлă комисси туса хунă, унăн членĕсем кашни ялах çитсе тĕрĕслевсем ирттерĕç.
Хальхи вăхăтра районти Гостехнадзор инспекцийĕнче юр тăрăх çÿрекен 5 техникăна регистрациленĕ.
И. ВАСИЛЬЕВ,
Гостехнадзорăн районти инспекторĕ.