23 января 2013 г.
Хальхи вăхăтра çула тухакан водительсен йĕркене пăхăнмалли саккунĕ çивĕчленсех пырать пулин те çав-çавах тĕрлĕрен пăтăрмахсем сиксе тухаççĕ. Айăпĕ никамра та мар, пĕр хăйсенче çеç: вĕсем пĕлсе тăрсах руль умне ÿсĕр кĕрсе лараççĕ, çул çинче ăмăртăва тухнă евĕр автомашинăпа хăвалаççĕ е тата ытти йĕркесене пăхăнмаççĕ. Çаксем пурте – инкек патне илсе тухакан сăлтавсем. Иртнĕ çул район территоринчи çулсем çинче 53 авари пулнă, вĕсенче 17 çыннăн пурнăçĕ татăлнă, 73-ĕ аманнă. Синкерлĕхпе çыхăннă кăтартусем маларахри çулхинчен те пысăкрах.
Çулталăк тăршшĕпе ÿсĕр водительсемпе пулакан аварисен шучĕ те ÿснĕ. Çак сăлтавпа çул-йĕр инспекторĕсем вун пĕр çын ячĕпе протокол çырнă. Пакунлисен аллине çакланманнисем тата миçен-ши;
Çул çитмен ачасем аварине лекни те пăшăрхантарать. Пĕлтĕр çакнашкал виçĕ тĕслĕхе шута илнĕ. Маларахри çул вара çак темăпа сакăр ĕç пулнăччĕ.
Çула тухакан водитель кирек мĕнле лару-тăрура та çухалса каймалла мар. Унăн инкек сиксе тухасран хăйĕн те асăрханмалла, ыттине те асăрхамалла. Унсăрăн çынна сăтăр тума та, шар курма та пултаратпăр. Иртнĕ çул, сăмахран, пĕтĕмĕшле аварисенчен 30 проценчĕ тепĕр автомашинăпа пырса çапăннăран сиксе тухнă. Чи пысăк кăтарту – автомашинăсем хăйсемех çаврăнса ÿкни. Çакнашкал аварисен шучĕ хĕрĕх процента яхăнах. Çуран пыракан çине кĕрсе кайса сиен тунисем те пур.
А. КАРГИНА,
районти çул-йĕр
инспекторĕ.