21 мая 2014 г.
ИРТНĔ ĕмĕрĕн сакăр вуннăмĕш çулĕсенче калаçтарма пуçланă хăрушă чир, СПИД инфекцийĕ чикĕ леш енчен пирĕн çĕр-шыва каçрĕ. Халĕ вара сывлăхшăн хăрушă амак Раççейре те сарăлнăçемĕн сарăлса пырать. Организма вилмеллех хавшатакан чире çаклатнисем пирĕн районта та пур. Районти тĕп больницăн инфекци уйрăмĕн заведующийĕ А. Чернова редакцине пĕлтернĕ тăрăх, паян йывăрлăха çакланнă 16 çынна шута илнĕ. Вĕсенчен 10-шĕ арçын, 6-шĕ хĕрарăм. Икĕ çемье пуçĕ çак диагнозпа пурнăçран уйрăлнă-мĕн. Нумай пулмасть ВИЧ инфекциллĕ икĕ хĕрарăм ача та çуратнă. Телее, хальлĕхе пепкесемшĕн хăрушлăх çук. Малашне мĕнле пулĕ тата...
Усал япала пĕр çынран теприне ытларах аскăнланса пурăннăран ерет. Хура списока çакланнисем _ пурте ют çĕре кайса ĕçлесе çỹрекенсем. Урăхла каласан, ирĕклĕ пурнăç иртĕхтерет тесен те йăнăш пулмĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)