АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Командăпа штаб тренировкинче

21 мая 2014 г.

 Майăн 15-16-мĕшĕсенче районта Чăваш Республикин граждан оборонин тĕп мероприятийĕсемпе килĕшỹллĕн, чрезвычайлă лару-тăрусене ликвидацилес тата шыв объекчĕсенче, пушарта хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тĕлĕшпе командăпа штаб тренировки иртнĕ. Унта МЧС Тĕп управленийĕн начальникĕ С. Антонов, унăн çумĕ А. Саенко тата район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов хутшăннă.

Районта сирена кăшкăртса пыракан пушар, полици тата васкавлă пулăшу машинисене Патăрьелĕнче пурăнакансем те курчĕç, илтрĕç-тĕр. Чылайăшĕн вĕсене курса сехри те хăпрĕ. Ара, пушар е ытти нуша куçа курăнса килмест вĕт. Шăпах инкек-синкекрен сыхланас тĕллевпе Юхмапа Пăла тăрăхĕнче вĕрентỹ ирттерчĕç те ĕнтĕ. Çак икĕ кунта çын сывлăхĕшĕн, пурнăçĕшĕн яваплисен Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта "вут-çулăмпа" кĕрешме, Кĕçĕн Патăрьелĕнчи Туслăхпа Крепков урамĕсем хĕресленнĕ вырăнти "çул-йĕр аварине" тата ун вăхăтĕнче тăкăннă çунтармалли-сĕрмелли материала ликвидацилеме, нумай хваттерлĕ çуртра "сирпĕннĕ" çут çанталăк газне сỹнтерме, çакăнта пурăнакансене вăхăтлăх кĕтес тупса пама тивнĕ. Тăрăнти пĕр хуçалăхра африка чумипе "чирленĕ" сыснана пула тивĕçлĕ профилактика мероприятийĕсем те ирттернĕ.

Вĕрентỹн иккĕмĕш этапĕнче мирлĕ саманаран вăрçă вăхăтне "куçнă". Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулта эвакуаци пункчĕ, ял тăрăхĕнчи библиотекăпа культура центрĕнче противогаз парассипе мĕнле ĕçленине тата ыттине те тĕрĕсленĕ. Тренировкăра çитменлĕхсем, туса çитерейменнисем те пулнă. Анчах пĕтĕмĕшле илсен, Патăрьелсем инкек-синкеке кĕске тапхăтра сирме хатĕррине палăртнă Шупашкартан килнĕ хăнасем.

(Хамăр корр.)

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика