АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КИНОФЕСТИВАЛЬ УçĂЛНĂ

21 мая 2014 г.

Майăн 19-мĕшĕнче республикăн тĕп хулинче халăхсем хушшинчи кинофестиваль уçăлчĕ. Кăçалхи кино уявĕ Чăваш Енре 7-мĕш хут иртет.

Çавна май пысăк экран çинче пахалăхлă фильмсем пăхма, паллă артистсемпе куçа-куçăн курса калаçма май пулать. Кинофестивалĕн тĕп тĕллевĕ _ сахал йышлă халăхсен кинематографĕсен ĕçĕсене халăх патне çитересси. Кăçал тĕп конкурссăр пуçне наци киностудийĕсен конкурсне уйрăм ирттерме палăртнă. Унчченхи çулсенчи пекех, фестиваль президенчĕ _ "Мосфильм" киноконцерн директорĕ, паллă кинорежиссер Карен Шахназаров.

Конкурс программине 12 фильма кĕртнĕ. Наци студийĕсен 14 картина пулĕ. Унпа пĕрлех куракансем кăмăллакан "Фестиваль фестивалей", "Кино каçĕ" ятарлă проект пулать. Арт-студисем, специалистсем тата кино юратакансем валли мастер-классем, тĕл пулусем, çавра сĕтелсем йĕркелеççĕ.

Кино курса киленес текенсем сеанссене, тĕл пулусене _ пур çĕре те тỹлевсĕр кĕреççĕ.

Çак кинофестиваль программипе килĕшỹллĕн, пирĕн районта та мероприятисем ирт-терме палăртнă. Майăн 23-мĕшĕнче, акă Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче 13 сехетре Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ артисчĕпе Сергей Фетисовпа тĕл пулу пулать. Интереслĕ кино кăтартаççĕ.

А. ИВАНОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика