21 мая 2014 г.
Çапла калани "Ваттисен сăмахĕсем" ярăмра пур. Анчах манăн çакна пачах та ваттисен сăмахĕ теес килмест. Ку пахчара кунсерен пурнăçламалли ĕçсенчен пĕри çеç тенĕ пулăттăм.
Тепĕр тесен, çум курăка пĕтерменни Çĕр саккунĕсене пăсни шутланать. Куншăн штраф шыраса илнине республика çыннисем туйса та илчĕç. Сăмах май, ял хуçалăх пĕл-терĕшлĕ çĕрсемпе тĕл-левлĕн усă курманшăн административлă яваплăха ỹстересси çинчен калакан саккун нумаях пулмасть вăя кĕчĕ. Тỹрех калам, унпа килĕшỹллĕн штарф виçи палăрмаллах ỹсет. Çитменнине, 3 çул таранах усă курмасан лаптăка туртса илме те пултараççĕ.
Çум курăкĕ пусса илнĕ çĕрĕн пахалăхĕ çулсерен чакса пырать. Кунсăр пуçне юнашар лаптăкшăн хăрушлăх тухса тăрать. "Усал" вăрлăх йĕри таврана ярса илнине сиссе те юлаймăн. Типнĕ курăкран пушар тухма пултарасси пирки каламăп та. Кунашкал тĕслĕх çинчен Россельхознадзорăн республикăри управленине кил-нĕ çырусенчен пĕринче çырса кăтартнăччĕ.
Патшалăх çĕр надзорĕн инспекторсен ĕçĕн кăтартăвĕсене тишкернĕ май та çапла каламалла. Чăваш Республикинче Çĕр саккунĕсене пăхăнман тĕслĕхсен ытларах пайĕ çынсем лаптăкĕсенче хыт хура ỹстерсе янипе çы-хăннă. Пĕлтĕр ку енĕпе йĕркене пăснă тĕслĕхсем 100 ытла административлă ĕç пуçарма хистенĕ. Пĕтĕмпе инспекторсем çум курăк пуснă 5,3 пин гектар асăрханă. Уйрăмах Улатăр, Элĕк, Шупашкар районĕсем ку енĕпе "чапа" тухнă. Йĕпреç, Сĕнтĕрвăрри районĕсем вĕсен хыççăн тăраççĕ. Куславкка, Çĕрпỹ, Çĕмĕрле, Канаш районĕсен те ку списока лекес шанăç пысăк, паллах, кăçал та çĕр çинче пилĕк авмасан.
Çав шутра хуçалăхсен çĕрĕсем кăна мар, ял çыннисен лаптăкĕсем те пайтах: 234. Хресчен чунĕллĕ чăваша çакăншăнах асăрхаттарни кỹрентернинче иккĕленместĕп. Сăмахăма çакă та çирĕплетет. Тĕрĕслев хыççăн нумайăшĕ лаптăкĕсене йĕркене кĕртнĕ - 185 лаптăка тĕрлĕ йăх-яхран, тĕмсенчен тасатнă, сỹрелесе е сухаласа хăварма майсем тупнă.
Вăй çитерейменнисем лаптăк кирлĕ маррине йышăнма хăюлăх çитереççĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Акă Муркаш районĕнчи пĕр харпăрçă хăй ирĕкĕпе 2,46 гектартан сыв пуллашма йышăннă. Ку лаптăк ял тăрăхĕн администрацине куçнă.
Сăмах май, йĕркене пăснă граждансем çỹп-çап пăрахнă 4 лаптăка (1,33 га) та пусă çаврăнăшне кĕрт-нине палăртма кăмăллă. Çĕрĕн çиелти сийĕн пулăхлăхне тавăрас тĕллевпе 0,07 гектар çинче рекультиваци ĕçĕсем ирттернĕ.
Шел те, предписание вăхăтра пурнăçламаннисем те пур. Çавна май Улатăр, Шăмăршă, Шупашкар, Вăрмар, Сĕнтĕрвăрри, Куславкка, Çĕрпỹ, Етĕрне тата Красноармейски районĕсен миравай судйисем 14 çынна административлă майпа явап тыттарнă.
Республикăра управлени ĕçченĕсем каланă хыççăн пушă выртакан 1170 гектарпа усă курма пуçланă. Раççейĕпе вара - 822,8 пин гектар. Çакă, 2012 çулхипе танлаштарсан _ 116 процент. Аван пулăм, эппин, çынсем çĕре çĕнĕрен тивĕçлипе хисеплеме тытăнаççĕ.
Чăнах та ĕнтĕ, пурнăçра усалпа ырри пĕрлех çỹреççĕ. Халăхра калашле, тислĕкре те ылтăн курма пĕлмелле. Лайăххине те палăртса хăвармасăр чун чăтмасть. Акă, Патăрьел тăрăхĕнчи çынсене сахал мар хивре сăмах лекрĕ пулĕ инспекторсенчен. Ас тăватăр ĕнтĕ Шăнкăртамри тата Турханти çỹп-çап куписем çине-çинех калаçтарчĕç. Тирпейсĕр лаптăксем пĕлтĕр те куç тĕлне пулнă-ха районта. Анчах та управлени специалисчĕсем çак енре ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕре усă курман пĕр лаптăк та тупайман! Унта вара 41,36 пин гектара (ку районти çак категорие кĕрекен çĕрсен 76 проценчĕ пулать) тĕпченĕ. Мĕн-ма тĕслĕхлĕ район мар.
Надежда ВАСИЛЬЕВА, управлени ĕçченĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)