21 мая 2014 г.
Шашка-шахмат юратакансен черетлĕ турнирне районти ăста спортсменсем, уйрăмах ветерансем хастар хутшăнчĕç. Шахмат сĕтелĕ хушшине 15-ĕн ларчĕç. Г. Ягупов, А. Суйманов, В. Шадиряков, Р. Даутов тата ыттисем вылякан çĕрте вăйă хĕрỹ пуласси каламасăрах паллă. Тĕплĕн шутлакан çамрăк ветеран Р. Сафиуллов та пĕрне, тепĕрне выляса илет. Хирти Пикшикри Р. Даутов та парăнасшăн мар. Унăн ячĕ иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче çĕкленчĕ. Кзыл Камышри Р. Ягупов та тĕшĕллĕ мăйăр евĕрех. Вăл _ 2014 çулхи район чемпионачĕн çĕнтерỹçи. Шел пулин те вĕсемпе тупăшма кăçал иртнĕ ĕмĕрти Шăнкăртамри П. Салихов ăста шахматçă килеймен. Вăйăра вара Р. Даутов пĕрремĕш, Р. Сафиуллов иккĕмĕш, Г. Ягупов виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.
Çак хушăра шашка сĕтелĕ те пушă тăмарĕ. Турнира республика призерĕсем те хутшăнчĕç. Н. Федоров çăмăллăнах ыттисене выляса илчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Патăрьелĕнчи В. Шадиряковпа Сăкăтри В. Тинюков пайларĕç.
Ф. ФАЗУЛЛИН
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)