АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăмăл атлетсем старта тăчĕç

21 мая 2014 г.

Шкул спартакиадипе килĕшỹллĕн тата районта ăста чупакансене палăртас тĕллевпе Патăрьелĕнчи "Паттăр" стадионта ăмăрту ирттерчĕç. Çăмăл атлетсене район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов, "Паттăр" ФСК директорĕ А. Краснов, Ф. Фазуллин спорт ветеранĕ саламларĕç.

Çанталăкĕ пĕлĕтлĕ те уçăрах иккенне пăхмасăр старта 300 ытла спортсмен тăчĕ. Вăтам тата тĕп шкулсем пурĕ 25 команда тăратрĕç. 100 метрлă дистанцире вăтам шкулсенчи арçын ачасенчен Туçари Л. Мулюков, хĕрачасенчен Первомайскинчи В. Горшкова, тĕп шкулсен шучĕпе Патăрьелĕнчи С. Трифонов, Аслă Чементи К. Иванова пĕрремĕш вырăнсене йышăнчĕç.

200 метра Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти М. Сагуневпа А. Семенова, тĕп шкулсен шучĕпе тăратнисенчен Аслă Чементи Д. Сидоровпа Р. Тарасова малтан кĕчĕç. 400 метра чупса Туçари вăтам шкулти А. Козлов, Нăрваш Шăхалĕнчи Н. Михайлова, Ишлĕри тĕп шкулти А. Кутузовпа Первомайскинчи С. Алексеева мала тухрĕç. 800 метра Аслă Чементи А. Кадушкин, Первомайскинчи Ю. Лукина, Ишлĕри К. Карзаков, Первомайскинчи вăтам шкулти Е. Протасова чи малтан парăнтарчĕç. 1500 метрлă дистанцире финиша хăйсен ушкăнĕсенче чи малтан Аслă Чементи А. Семеновпа А. Макаров, Нăрваш Шăхалĕнчи И. Петрова, Первомайскинчи Н. Яковлева кĕчĕç.

Командăсен шучĕпе вăтам шкулсем хушшинче пĕрремĕш вырăна Первомайскисем, иккĕмĕшне _ Аслă Чеменсем, виççĕмĕшне Нăрваш Шăхальсем тухрĕç.

Тĕп шкулсен шучĕпе тăратнисенчен каллех Первомайскисене çитекенни пулмарĕ.

А. ИВАНОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика