31 мая 2014 г.
ИРТНĔ çулхи майăн 28-мĕшĕнче районти чикĕ хуралçисен пĕрлĕхĕ пуçарнипе тата тăрăшнипе Патăрьелĕнчи кану паркĕнче пуçласа пограничник-ветерансем хăйсен мехелĕпе палăк уçрĕç. Вăл симĕс пакунлисене уявсенче тĕл пулмалли ятарлă вырăн пулса тăчĕ. Кăçал та вĕсем ырă йăлана малалла тăсса ирхине тăхăр сехетрех пĕрин хыççăн тепри кунта пуçтарăнчĕç. Районĕпе 400е яхăнах-мĕн. Тĕрлĕ сăлтавсене пула уява пурте тухайман курăнать.
Хальхи вăхăтра пограничниксенчен çулĕпе чи асли _ Кĕçĕн Патăрьелĕнчи Петр Ильич Леонтьев. Вăл 1948 - 1951 çулсенче службăра тăнă. 86 çулта пыракан шурсухал ỹркенмен, сывлăхĕ япăххине пăхмасăрах хăйĕн савăнăçне ыттисемпе пĕрле пайлама çитнĕ.
Пограничниксене Патăрьел ял тăрăх пуçлăхĕ А. Моисеев саламласа ырă сунчĕ. Ун хыççăн районти çар комиссариачĕн пай пуçлăхĕ П. Васюков, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В. Краснов, Сăкăтри Н. Тинюков тата ыттисем чикĕ хуралçисен ячĕпе ăшă сăмахсем каларĕç. Районти культурăпа кану центрĕн артисчĕсем уява пухăннисене юрăсем парнелерĕç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)