31 мая 2014 г.
ÇУЛЛАХИ Микула хыççăнхи ăшă кунсем чылай çынра ырă туйăм çуратрĕç. Кунĕпе ĕçлесе пиçĕхнĕ хыççăн шывра чăмпăлтатса уçăлас, канас шухăшлисем самай. Ара, çу çапла иртмелле те ĕнтĕ! Анчах та сезон пуçланса пынине кура çакна аса илтерес килет: шывăн турачĕ çук. Авăра е тарăн çĕре çаклансан, ишме пĕлекен те çăлăнаймĕ. Ачасене хăйсене çеç, аслисемсĕр, кỹлĕ хĕррине кайма та ирĕк памалла мар. Кăçал шыва кĕмелли тапхăр пăтăрмахсăр ирттĕр.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)