31 мая 2014 г.
Майăн 27-мĕшĕнче район депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Унăн ĕçне район пуçлăхĕ Михаил Петров, район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Глухов, ял тăрăх пуçлăхĕсем, район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертỹçисем, район прокурорĕн çумĕ Владимир Ягудин, предприяти, организаци, учреждени ертỹçисем хутшăннă. Ларăва район пуçлăхĕ М. Петров ертсе пынă. Депутатсем маларахри йышăнусене улшăнусем кĕртес пирки 14 ыйту пăхса тухнă. Кунтах награда ыйтăвĕсене те сỹтсе явнă. (Хамăр корр.)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)