31 мая 2014 г.
Пĕтĕм Тĕнчери ачасене хỹтĕлемелли кун умĕн РФ следстви комитечĕн Патăрьелĕнче вырнаçнă районсем хушшинчи следстви пайĕ район администрацийĕн опекăпа попечительство секторĕн специалисчĕсемпе тата райхаçат сотрудникĕсемпе брифинг йĕркелерĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ _ çул çитмен ачасене çемьесенче, вăл шутра усрава илнисенче те, кирлĕ пек воспитани парасси, вĕсене преступлени çулĕнчен пăрасси. Шел пулин те, ку тĕлĕшпе пирĕн районта пĕрлехи вăйпа тимлемелли, асăрханмалли сăлтавĕ пур. Пай пуçлăхĕ Р. Шайхалов хăйĕн калаçăвĕнче шăпах çакнашкал ыйтусене çивĕчлетрĕ.
Иртнĕ çул право йĕркине хураллакан ытти органсенчен 20 уголовлă ĕç кĕнĕ. Çул çитмен 16 ачан преступленийĕсем çырăннă унта. Кăçал çулталăк пуçланнăранпа вара тепĕр пилĕк ĕç хушăннă. Вăл шутра Патăрьелсем каллех _ лидерсем. Следовательсен виçĕ ĕçе вĕçне-хĕрне çитермелле пулнă. Çав вăхăтрах Елчĕкпе Комсомольскисенче пĕрер хура ĕç, Шăмăршăра вара пĕрре те çук.
Тĕл пулура çул çитмен ачасем ар çыхăнăвĕпе, ясарлăхпа çыхăннă преступленисене явăçни пирки те пăшăрханса калаçрĕç. Ку вăл чăн малтанах ашшĕ-амăшĕн, вĕрентекенсен, аслисен тимлĕх çитменни, кирлĕ пек калаçусем йĕркелеменни, пушă вăхăтне мĕнле ирттернипе кăсăкланманни тата ытти те. Ку чухне ачасем тĕрлĕрен аскăн кинофильмсем те пăхаççĕ, интернет çыхăнăвĕ урлă та кирлĕ мар кадрсене, ỹкерчĕксене кураççĕ. Çакă вара шăпах вĕсен шухăшне улăштарма, пăсăлма, юлашкинчен преступлени туса хума май парать. Кăçал çеç районта çул çитмен икĕ ача çакнашкал серепене çакланнă. Вĕсенчен пĕри вун тăватă çул та тултарман.
Республикăра çул çитмен ачасем преступлени тунине тĕпчесе тăрă шыв çине кăларас, тỹрленме пулăшас тĕллевпе "Ребенок в опасности" хĕрỹ телефон линийĕ талăкĕпех ĕçлет. Унăн номерĕ: 8 (8352) 45 _ 23 _ 99.
А. ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)