АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЮРАТУ _ ЯШЛĂХ ПАРНИ

31 мая 2014 г.

11 класра вĕренекенсен чĕрисенче нихăçан манăçми йĕр хăварса юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Хальлĕхе вĕсем пурте пĕрле-ха. Анчах патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсене тытнă хыççăн ачасем пурнăçăн анлă сукмакĕ çине тухĕç. Шăпа вĕсене тĕнчен тăватă кĕтессине сапалĕ. Кашнийĕн ăраскалĕ тĕрлĕрен пулĕ. Тепĕр 5, 10, 15... çул иртсен те юлашки çул парта хушшинче ларакансем пурте пĕрле пухăнса калаçса, иртнисене аса илсе лараймĕç...

Настя çакăн пирки шухăшласа илет те чунĕ хĕссе ыратса каять. Куçĕ умне пĕрремĕш хут шкул алăкне уçни, учительница вĕсене ăшшăн кĕтсе илни, хăйĕнпе паллаштарни тухрĕ. Çухалса кайнипе никампа юнашар ларма аптăранипе палламан арçын ача çумне кĕрсе ларни те аса килчĕ. Костьăпа вара вĕсем уйрăлса курман. Хĕр ачана теприн çумне куçарсан та арçын ача ирхине ирех килсе ун патнех пырса тăратчĕ. Аслă классене кайсан та пĕрлех уроксем тăватчĕç, ăнланман темăсене пĕр-пĕрне каласа паратчĕç. Хăшĕ те пулин чирлесен тăлăххăн çỹретчĕç. Вĕсен туслăхĕнчен учительсем тĕлĕнетчĕç, вĕренекенсем ăмсанатчĕç. Сисмесĕрех 11 çул иртсе кайрĕ. Кăçалтан уйрăлма тивет. Мĕнле пурăнмалла Костьăсăр? Унран çывăх, лайăх ăнланакан, яланах пулăшакан çын урăх нихăçан та пулмассине Настя питĕ лайăх пĕлет.

Экзаменсене Настяпа Костя пĕрлех хатĕрленчĕç. Иртен пуçласа каçчен юнашар çỹренипе уйрăлма вăхăт çитсе пыни пирки те манчĕç. Тăрăшса вĕренни харама каймарĕ: тĕрĕс-левсенче лайăх паллăсем çеç илчĕç. Çакă вĕсене хавхалантарчĕ, малалла аслă шкула вĕренме кайма çунатлантарчĕ. Йĕкĕт _ юридика, пике медицина факультне кĕме ĕмĕтленет.

Сыв пуллашу каçĕнче пурне те телейлĕ кун-çул сунса шкул директорĕпе класс руководителĕ выпускниксене аттестат тыттарчĕç. Ытти вĕрентекен, ашшĕ-амăшĕ вĕсене ăш сăмахсем каларĕç, пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерсе малалла талпăнма сĕнчĕç. Мероприятин официаллă пайĕ пĕтнĕ хыççăн çамрăксем ташлама тухрĕç. Чи малтанах вальс кĕвви янăраса кайрĕ. Настя патне тỹрех Костя пычĕ. Çỹçне прическа тутарттарнă, кăвак тỹпе тĕслĕ кĕпе тăхăннă хĕрпе шурă костюмлă каччă акăшсем пекех шурĕç.

_ Мĕнле хитре мăшăр! _ терĕ тахăшĕ вĕсем çине пăхса.

Ирчченех савăнчĕç çамрăксем. Шуçăм килсен пурте пĕрле хĕвел тухнине кĕтсе илме юхан шыв хĕррине кайрĕç. Çакăнтах турилкке çĕмĕрчĕç, ванчăкĕсене кашнийĕ асăнмалăх илчĕ. Костьăпа Настя ыттисенчен уйрăмрах тăчĕç, чунĕсемпе сăмахсăрах калаçрĕç. Пĕрле вĕреннĕ юлташĕсем килĕсене саланнине те сисмерĕç. Шăпчăксем тавралăх ыйхăран вăраннипе савăнса пĕр чарăнмасăр юрларĕç. Куккук авăтма пуçласан тин Костьăпа Настя тăна кĕнĕ пек пулчĕç.

_ Куккук! Куккук! Эпир миçе çул пурăнатпăр! _ кăшкăрса ыйтрĕ каччă. Кайăк пĕр чарăнмасăр авăтрĕ те авăтрĕ. Хĕре йĕкĕт çепĕççĕн çеç çупăрларĕ те хăйĕн ытамне илчĕ. _ Пире кайăксем те телей, вăрăм кун-çул сунаççĕ, _ такам илтесрен хăранăн пăшăлтатрĕ Костя.

_ Пĕлетĕп, Костя, _ терĕ Настя вăтанса кайса. Куккук сас пама пăрахрĕ. Вăл та икĕ чĕре хушшинче çуралнă юратăва амаланма чăрманатарас мар терĕ пулмалла.

О. БЕЛЬДЕКОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика