31 мая 2014 г.
Юрату авăрĕн тĕпĕ çук.
Юрату вутне шыв сапса сỹнтереймĕн.
Юрату çинче тĕнче тытăнса тăрать.
Чăн-чăн юрату ĕмĕрте пĕрре килет.
Юратăва никампа та пайламаççĕ.
Юратăва уйрăлу тĕрĕслет.
Çĕр çинче юратуран пысăк хăват çук.
Юратушăн каçхи кун та хĕвеллĕ.
Юрату чирĕнчен тухтăр сыватаймасть.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)