АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Олимп вăййисене ирттерме пулăшнă

31 мая 2014 г.

 Нумай пулмасть Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта вĕренекенсем çак пĕлỹ çурчĕн 2010 çулхи выпускникĕпе А. Табаковпа тĕл пулчĕç. Александр Сочинчи Олимп вăййисенче волонтер пулнă. Вăл пирĕн çĕр-шывшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ меропрятине уçнă тата хупнă çĕре хутшăннă, ăмăртакансене ертсе çỹренĕ.

_ Эпĕ Наци олимп комитечĕн членĕсемпе пĕрле спортсменсене олимп паркĕнче тата "Пысăк Пăр" Керменте кĕтсе илнĕ. Унтан вĕсене "Фишт" стадона çити, ялав йăтса тухмалли вырăнччен, ăсатнă. Олимп вăййисене уçнă чухне вара ытти волонтерсемпе пĕрле "чĕрĕ" коридор турăмăр. Шăпах пирĕн тĕлтен Владислав Третьякпа Ирина Роднина факел йăтса чупса иртсе кайрĕç. Çак самант пире пурне те тыткăнларĕ тата хумхантарчĕ, _ тесе аса илчĕ выпускник.

Церемоние хупнă чухне Саша ялав йăтакансемпе пĕрле пынă. Çак яваплă тивĕçе пурнăçлама 16 волонтера шаннă. А. Табаков Сан-Марино командипе утнă.

Шкул ачисем пурте çамрăк каччă каласа панине тимлĕн итлерĕç, кашнийĕн волонтер пулас ĕмĕт çуралчĕ. Александр ют чĕлхене пĕлни яланах кирли пирки те чарăнса тăчĕ

.О. САЛМИНА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика