31 мая 2014 г.
Çак кунсенче пирĕн районта ĕçлĕ çул-çỹревпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ И. Моторин пулнине вулакансене пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Иван Борисович Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пĕрремĕш хут мар. Иртнĕ çулхи июль пуçламăшĕнче вăл ЧР ял хуçалăх министрĕпе Сергей Павловпа пирĕн районти ял хуçалăх предприятийĕсенче пулса шăрăх çанталăка пула йывăрлăха кĕрсе ỹкнĕ акнă-лартнă культурăсен малашлăхне тĕпченĕччĕ, кирлĕ сĕнỹсемпе канашсем парса хăварнăччĕ. Хальхи визит шăп çак ыйтупа çыхăнман. Çапах та çу уйăхĕ вĕçлениччен те типĕ тăракан çанталăк районти ял хуçалăх предприятийĕн ертỹçисене канăçсăрлантарать. Çул çỹрев маршручĕ Патăрьел районĕпе çыхăннипе усă курса пирĕн хаçат сотрудникĕ И.Б. Моторина хăш-пĕр ыйтусем панă.
_ Иван Борисович, юлашки çулсенче çу уйăхĕсем çĕр ĕçченне пăшăрхантармаллипех пăшăрхантараççĕ. 2010 çулхи типĕ те шăрăх çанталăка никам та манман-ха. Пĕлтĕр те çак сăлтавпах лайăх шăтса тухнă ял хуçалăх культурисемех саркаланса ỹсеймерĕç, кĕтнĕ пек тухăç параймарĕç. Ваттисем чĕпсене кĕркунне шутлаççĕ, теççĕ пулин те кăçалхи çу та чуна хумхатать. Çанталăка сăнакансем хальхинче те çĕр çинчи нỹр çителĕклĕ пулмасса калаççĕ. Ку тĕлĕшпе йывăрлăха кĕрсе ỹкекен хуçалăхсене правительство хăйĕн "çунатти" айне илме хатĕр-и?
_ Паллах. Анчах та вырăнсенче патшалăх пулăшăвĕ çине çеç шанмалла мар. Çитĕнекен культурăсене çăлса хăвармалли меслетсене шырамалла. Вĕсенчен пĕри _ шывпа пĕрĕхтерсе шăвармалли агрегатсене ĕçе кĕртесси, вĕсене туянасси. Ку тĕлĕшпе Патăрьелсем ĕçе начар мар йĕркеленĕ-ха. Район администрацийĕн пĕрремĕш çумĕн сăмахĕсем тăрăх, хальхи вăхăтра районта вунă хуçалăхра шăваракан установкăсене ĕçе кĕртнĕ. Çак меслете республикăра та анлăн усă куратпăр.
_ Юхмапа Пăла тăрăхĕ _ ял хуçалăх районĕ. Тĕш-тырăсăр пуçне эпир "иккĕмĕш çăкăра" та начар мар технологипе çитĕнтерсе илме хăнăхнă. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев нумай пулмасть вырăнсенче çĕр улми хранилищисем тума Раççей бюджетĕнчен сахал мар укçа кĕнине каларĕ. Ку тĕлĕшпе хуçалăхсен ятарлă программăсене çакланма тăрăшнин усси пулатех пулĕ...
_ Ĕçлекен халăха патшалăх яланах алă тăсса пулăшать. Хальхи вăхăтра ял хуçалăхĕнче те тĕрлĕрен программа пур. Вĕсене явăçма, кĕме тăрăшмалла. "Красное знамя" хуçалăхра, акă, пĕр хранилище пур çĕртех тепĕр 1,5 пин тонна кĕрекен управ тума пикеннĕ.
_ Иван Борисович, Патăрьел тăрăхĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне мĕнлерех хак панă пулăттăр?
_ Патăрьелсем яланах мал ĕмĕтпе пурăнаççĕ: çĕнĕ çурт çумне çĕннине хушаççĕ, шкулсене пĕрин хыççăн тепĕрне капăрлатаççĕ, çулсем сараççĕ, сиплев учрежденисене паянхи кун ыйтнă пек тăваççĕ. Çав вăхăтрах пикенсе ĕçлеççĕ, культурăллă канаççĕ... Районти влаç органĕ халăх пурнăçне пур енлĕн лайăхлатассишĕн тăрăшни куç умĕнче.
_ Тавах Сире калаçушăн.
Калаçăва А. ЕГОРОВА йĕркелен
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)