31 мая 2014 г.
Юн пусăмĕ пысăкки _ чĕре, пỹре, пуç чирĕсене пуçарса яраканĕ, инсульт пулас хăрушлăх кăларса тăратаканĕ. Вăл пысăк пулнине эпир медицина сăмахĕпе "гипертони" тетпĕр. Чир пуçланнине ятарлă приборпа, тонометрпа виçсе сăнама пулать. Çак чир ыттисем пек ыратса хăй çинчен пĕлтермест, çавăнпа та ăна "систермесĕр" вĕлерекен чир тесе хаклаççĕ.
Çĕр чăмăрĕ çинче 10 çынран виççĕшĕ пысăк юн пусăмĕпе чирлет. Çурри хăйĕн чирĕ çинчен пĕлмест. Пĕлекеннисенчен те ытларахăшĕ эмел ĕçмест, хăйĕн пурнăçне упрама тăрăшмасть.
Енчен те сирĕн юн пусăмĕ 120Ỹ80 пулсан, савăнăр. Сирĕн вăл кирлĕ шайра. Анчах та 140Ỹ90-ран пуçласа 120Ỹ80 чен пулсан, гипертони чирĕ чĕрĕлсе каяс хăрушлăх пысăк. Ун пек чухне чикарккă туртма пăрахмалла, организм йывăрăшне чакармалла, ытларах хусканусем тумалла, сахалтарах тăвар, выльăх çăвĕ çимелле. Тухтăр патне кайса канашласан лайăх.
Çак кунсенче Пĕтĕм тĕнчери юн пусăмĕпе кĕрешмелли куна халалласа Шупашкарти тухтăрсем Турханта халăхпа тĕл пулчĕç. 140 çынна яхăн йышăнчĕç вĕсем. Пациентсем хушшинче ытларах пысăк юн пусăмлисене, юнра сахăр тата холестерин шайĕ пысăккине тупса палăртрĕç. Çавăн пекех тухтăрсем куç пусăмне, унăн çивĕчлĕхне те тĕрĕслерĕç, тĕрлĕ приборсемпе ỹпке тата чĕре мĕнле ĕçленине пăхрĕç. Ял çыннисем тĕл пулăва кăмăлтан йышăнчĕç.
А. КОЛЬЦОВ, çемье тухтăрĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)