АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн çамрăк пушарниксем иккĕмĕш вырăнта

04 июня 2014 г.

 ÇАМРĂК пушарниксен республикăри слетне вун тăватă команда хутшăннă. Юхмапа Пăла тăрăхĕн чысне Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти В. Антипов учитель ертсе пыракан хастарсем хỹтĕленĕ. Вут-кăварпа сиксе тухакан инкекре çухалса каймасăр пурнăçламалли ĕçсем сахал мар. Çакăн валли теорине те нумай пĕлмелле, ăна практикăра кăтартса памалла.

Ăмăртура ачасен пултарулăхне тĕрлĕ енлĕ тĕрĕсленĕ. Пушар хăрушсăрлăх азбукинчен пуçласа вут серепине çакланнисене пĕрремĕш пулăшу пама пултарни таранчченех. Ку тĕлĕшпе пирĕн çамрăк пушарниксем хăйсен пултарулăхне чылай енĕпе кăтартнă. Виçĕ тупăшура вĕсем мала тухма пултарнă. Пĕтĕмĕшле вара команда иккĕмĕш вырăна çĕнсе илнĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика