АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Усламçăсем хỹтлĕхсĕр мар

04 июня 2014 г.

Бизнесра вăй хуракансен шучĕ нумайланса пынăран тата вĕсене чылай чухне пулăшу кирлине шута илсе çулталăк каялла республикăра предпринимательсен прависене хỹтĕлекен уполномоченнăйсен институтне йĕркеленĕ. Майăн 30-мĕшĕнче шăпах çакăн ертỹçи В. Иванов Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи усламçăсемпе тĕл пулчĕ. Унта район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов, ял тăрăх пуçлăхĕсем, прокурор çумĕ В. Путяков, налук инспекцийĕн ертỹçин çумĕ Г. Филиппов хутшăнчĕç. Николай Иванович районта предпринимательлĕх мĕнле аталанса пынипе паллаштарчĕ.

Хăйсен ĕçне пуçăнакансене те хỹтлĕх кирлĕ иккен. Саккунсене пĕлменни, килĕшỹсене тĕрĕс йĕркелеменни вĕсене те ура хурать. В. Иванов час-часах тĕл пулакан ыйтусем тата хăйсен пулăшăвĕсем пирки каласа пачĕ. Акă, тĕп хуламăр çывăхĕнче арендăна илнĕ çĕрсем пирки чылай чухне йывăрлăхсем сиксе тухаççĕ иккен. Владимир Николаевич вĕсенчен мĕнле тухма май пурри çинчен кĕскен чарăса тăчĕ. Предпринимательлĕхре тăрăшакансем адвокат, юрист пулăшăвĕсемпе усă курма пултараççĕ. Çавăн пекех хăйсен ĕçне пуçлакансем тата бизнесра вăй хуракансем унран консультаци илчĕç.

О. БЕЛЬДЕКОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика