04 июня 2014 г.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ячĕпе "Мосфильм" киноконцернăн генеральнăй директорĕнчен, кинорежиссертан, Раççей Федерацийĕн халăх артистĕнчен, Раççей Федерацийĕн Патшалăх премийĕн лауреатĕнчен, РФ Общество палатин членĕнчен Карен Шахназаровран çыру килнĕ. Унта вăл хăйне илемлĕ хулара Шупашкарта тарават кĕтсе илнĕшĕн тав тăвать. Çавăн пекех Шупашкарти пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль йĕркелỹçисене пĕтĕм тĕнче пĕлтерĕшлĕ культура мероприятине лайăх хатĕрленсе ирттернĕшĕн, куракансемпе хутшăнма, фестиваль вăхăтĕнче "Мосфильм" картинисене кăтартма май туса панăшăн тав сăмахĕ каланă.
"Иккĕленỹ çук: Шупашкарта иртнĕ пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль _ Раççей кинематографĕнче культура тĕлĕшĕнчен пысăк пĕлтерĕшлĕ событи, пирĕн çĕр-шывăн ăс-хакăл пурнăçĕнчи кăтартуллă пулăм. Кашни çулах фестиваль ирттерни пирĕн куракансене Раççейри тата чикĕ леш енчи кино çĕнĕлĕхĕсемпе паллашма пулăшать. Çитес çулхине те Шупашкарта пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль çỹллĕ шайра иртессе, куракансене кăсăклă çĕнĕ картинăсем пăхма май парасса шанатăп", _ тенĕ çырура. "Хыпартан"
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)